Хӗрарӑмсем – ӗҫ коллективӗсен чӑн-чӑн тӗревӗсем пулнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Енре республикӑри предприятисенче ӗҫлекен хӗрарӑмсен канашӗсен муниципалитетсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Ырӑ йӑла пулса тӑнӑ мероприяти хӗрарӑм юхӑмӗн тата пултаруллӑ энергин пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртать.
«Хӗрарӑма мухтар» фестиваль - обществӑри пӗлтерӗшлӗ пуҫару, вӑл ырӑ йӑла пулса тӑнӑ. Конкурс Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен юхӑмӗн флагман проекчӗсенчен пӗри шутланать. Хӗрарӑмсем хӑйсен креативлӑхне тата пултаруллӑ вӑй-халне кӑтартса арҫынсене вӗсемпе мӑнаҫланма, паттӑрла ӗҫ тума витӗм кӳреҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ, хастар, тӑрӑшуллӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ этемлӗхӗн ытарайми хӗрарӑмсене чыс та мухтав», – тесе каланӑ уява пухӑннисене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Кӑҫал мероприятине финанс сферине тӑрӑшакансем ытларах хутшӑннӑ. Вӗсем: Перекет банкӗ, ВТБ, Газпромбанк, Россельхозбанк. Командӑсем хӑйсен професси ӗҫ-хӗлне кӑтартакан визиткисене тӑратнӑ, сцена костюмӗн дизайнӗ енӗпе тупӑшнӑ, кӑҫалхи конкурс тематикипе - Ҫӗнтерӳпе патриотизм енӗпе пултарулӑх номерне кӑтартса панӑ.
Чӑваш Республикинчи «Чӑваш ен хӗрарӑмӗсен союзӗ» общество организацийӗ председателӗ Наталья Николаева пирӗн республика Раҫҫейре пӗрремӗш финанс организацийӗсене тӑрӑшакансене ҫакӑн пек форматпа пӗр чӑмӑра пухнине асӑннӑ. «Пирӗн хӗрарӑмсем пысӑк та кӑткӑс ӗҫе пурнӑҫланине кӑтартни пирӗншӗн паха проект пулса тӑчӗ. Хӗрарӑма мухтаса йӑла-йӗрке тума пултарнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Хӗрарӑмсем кил ӑшшине упранисӗр пуҫне, ҫӗршывра тата республикӑра пулса иртекен ырӑ улшӑнусенче пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Пурнӑҫра хӗрарӑмсенчен питӗ нумай килнине эпир питӗ лайӑх ӑнланатпӑр», – тесе палӑртса каланӑ вӑл.
Палӑртса хӑварар, Чӑваш Республикинчи «Чӑваш ен хӗрарӑмӗсен союзӗ» общество организацийӗ фестивале пӗрремӗш хут 2022 ҫулта ирттернӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче унта Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чи пысӑк 22 предприятипе организаци промышленноҫран, сывлӑх сыхлавӗнчен, вӗренӳрен, коммуналлӑ хуҫалӑхран командӑсем хутшӑннӑ. Вӗсен шутӗнче: Химпром, Элара, Трактор савучӗсем, ҫӗвӗ фабрикисем, стоматологисем, вӗрентӳ центрӗсем, коммуналлӑ службӑсем. Вӗсем пурте - республикӑри общество пурнӑҫне тата социаллӑ пуҫарусене хастар хутшӑнакансем.
«Ку фестиваль хӗрарӑмсен туслӑхӗ ҫинчен, шалти пысӑк хӑюлӑх ҫинчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем паян ҫук. Пурте ҫӗнтерӳҫӗсем. Сирӗн тӑванӑрсем те, ҫывӑх ҫыннӑрсем те сирӗнпе мӑнаҫланӗҫ», – тесе каланӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.