Чӑваш Енре пилӗк ҫул хушшинче промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче аварисен шучӗ 13 хут сахалланнӑ

Чӑваш Енре пилӗк ҫул хушшинче промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче аварисен шучӗ 13 хут сахалланнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн Ертӳҫипе Азат Мубаракшинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ, унта промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхӗн, хутса ӑшӑтмалли тапхӑрӑн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

 «Халӗ хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме хатӗрленетпӗр. Пӗлтӗр хӑш-пӗр муниципалитетсенче хатӗрлӗх паспорчӗсем илесси ыйтупа кӑштах чӑрмавсем пулкаланӑ.  Ҫавӑнпа та йӑнӑш тепӗр хут пуласран яваплӑ ҫынсене  ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илме ыйтнӑ», тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн Ертӳҫи саккунсем улшӑннӑ май пахалӑх ыйтӑвӗ малти вырӑна тухса тӑнине, ӑна тӗпе хурса управлени специалисчӗсем консультаци пулӑшӑвӗ пама хатӗррине палӑртнӑ.

Азат Мубаракшин Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсем ҫинчен тата кӑҫалхи тӗллевсем ҫинчен пӗлтернӗ, регионти палӑртнӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ.

 «Эпир  тӗрӗслев предприятисемпе ҫирӗп ӗҫлетпӗр. Чӑваш Енре Управление пӑхса тӑракан 1266 хӑрушӑ производство объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 11 – I-мӗш класрисем хӑрушлӑх. Республика аталанни, ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлни, объектсем туни савӑнтарать. Ку питӗ лайӑх кӑтарту»,  – тесе каланӑ ведомство ертӳҫи.

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикин территорийӗнчи Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ капиталлӑ строительствӑн 5 объектне, ҫав шутра А-151 автоҫулӑн Кӗҫӗн Ҫавал юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере, М-7 автоҫулӑн Сӑр юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере, Шупашкар хулинчи аэровокзала, тивӗҫтерӳсем панӑ.

Азат Мубаракшин Чӑваш Енре объектсене хута ярассинче лайӑх тенденци йӗрленнине палӑртнӑ, енчен те 2021 ҫулта предписани парса 23 объект ӗҫӗ-хӗлне  чарса лартнӑ пулсан, 2024 – 4. 2020 ҫултанпа аварисен шучӗ 13-рен 1 таран чакнӑ, инкекрен шар курнисен шучӗ вара – 18-тан пуҫласа 4 ҫын таран. Ку вӑл профилактика ӗҫне вӑйлатнин тата предприятисенче яваплӑх шайне ӳстернин кӑтартӑвӗ.



15 апреля 2025
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter