Пофесси пултарулӑхӗн никӗсӗ креатив пулма пултарасса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
«Кӑҫал Фестивале Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Шансах тӑратӑп, ку пулӑм – ӑрусем хушшинчи чӑн-чӑн кӗпер, ачасене пуласлӑха хӑюллӑрах пӑхма пулӑшӗ. Черетлӗ ҫуркунне яр-уҫҫӑн иртрӗ. Сирӗн креатив — пулас професси патне пымалли пултарулӑх никӗсӗ. Эсир пурте кайран предприятисене пӗлӳпе кӑна мар, тарӑн пултарулӑхпа ӗҫлеме каятӑр. Сирӗн ӳсӗм вӑл – ҫӗршыв аталанӑвне ҫирӗплетекен импульс», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче мероприятине пухӑнисене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. «Студентсен ҫуркунни – 2025» фестивале хутшӑнакансене тата куракансене вӑл хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм суннӑ.
Фестивале 1000 ытла студент – студентсен 8 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсем вокалпа, инструмент ӑсталӑхӗпе, оригиналлӑ жанрпа, ташӑ тата театр искусствипе, мода коллекцийӗсемпе видеороликсем йӗркелессипе, медиа пӗрле ҫӳресе арт-объектсем тӑвассипе тупӑшнӑ. Жюри кашни командӑн концерт программине хак парса пӗрлехи команда зачетне пӗтӗмлетнӗ. Уйӑх хушшинче ЧПУн Культура керменӗнче 10 концерт тата 10 жанр кунӗ иртнӗ.
И. Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсен пултарулӑх марафонне пӗтӗмлетнӗ.
Гран-при – Юридици факультечӗн команди;
2 вырӑн – ТЕХИ команди;
3 вырӑн – F3 команда.