Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын Чӑваш Енпе мӑнаҫлантӑр, ӑна чечеклентермешкӗн пур ӗҫе те тума тӑрӑштӑр тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын Чӑваш Енпе мӑнаҫлантӑр, ӑна чечеклентермешкӗн пур ӗҫе те тума тӑрӑштӑр тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ҫулсерен иртекен 6-мӗш пресс-конференцийӗ рекордлӑ пулчӗ, 2 сехет те 36 минута тӑсӑлчӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 11 минут нумайрах.

Пресс-конференцие пӗтӗмпе 58 журналист аккредитациленнӗ, вӗсенчен 10-шӗ федераллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗ, 32 – регион, 16 – медиа-студисен представителӗсем.

МИХсен представителӗсем хальхи вӑхӑтри кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр Чӑваш Ен экономика ӳсӗмне епле тума пултарнипе кӑсӑкланнӑ, вузсен хушшинчи кампуса тӑвас, патшалӑх тата муниципалитет аренда ҫурт-йӗрне туса хурас, вӗренӳ ӗҫӗнче ҫулсемпе кадр проблемине татса парас тата ытти нумай-нумай ӗҫ пирки ыйтнӑ. Пурӗ Олег Николаев журналистсен 40 ыйтӑвне хуравланӑ.

 «Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын Чӑваш Енпе мӑнаҫлантӑр, ӑна аталантарма мӗн кирлине пурне те тутӑр, Чӑваш Ене килекен кашни ҫын ӑна юратса пӑрахтӑр, кунта тата тепӗр хут таврӑнма ӑнтӑлтӑр тесе хамӑн миссие куратӑп»,   тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн хуравӗнче журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Олег Николаев. Пулас журналисткӑн, ЧПУ студенткин София Мусаткинӑн ыйтӑвне туллин тивӗҫтернӗ.

Пресс-конференцин тулли пайне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ВК ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Вырӑс тата чӑваш чӗлхисенчи текст версийӗпе «Чувашинформ» ИА тата «Хыпар» хаҫатсен ресурсӗсенче паллашма пулать.



18 апреля 2025
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter