Олег Николаев производство ӳсӗмне патшалӑх пулӑшӑвне тӗпе хурса анлӑлатса пыма каланӑ

Олег Николаев производство ӳсӗмне патшалӑх пулӑшӑвне тӗпе хурса анлӑлатса пыма каланӑ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ промышленноҫ производствин калӑпӑшӗ, «Строительство» ӗҫ-хӗл, ваккӑн суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ тата номиналлӑ ӗҫ укҫи ӳсни куҫ кӗретех. Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн планеркинче вице-премьер – Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министрӗ Дмитрий Краснов хыпарланӑ.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталшӑн, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, промышленноҫ производстви 2024 ҫулхи ҫак тапхӑрӗ тӗлне 9% ӳснӗ. Производствӑсене тирпейлекенсен кӑтартӑвӗ 13% пӗлтӗрхи  шайран хӑпарнӑ.

 «Республикӑри промышленноҫ предприятийӗсем 2025 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, харпӑр производство таварӗсене 139 млрд тенкӗлӗх тиесе ӑсатнӑ. Ку вӑл 2024 ҫулхинчен 17% ытларах. Тирпейлекен производствӑсене тиесе ӑсатассин калӑпӑшӗ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхинчен 18% ӳснӗ», – пӗлтернӗ Дмитрий Краснов.

Ял хуҫалӑх производствин индексӗ 2024 ҫулхи мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче Чӑваш Республикипе 100,01% иртнӗ ҫул тӗлне, ҫав шутра ял хуҫалӑх организацийӗсемпе – 102,5% танлашнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх 2025 ҫ. малтанхи виҫӗ уйӑхра сӗт нумайрах туса илнӗ — 120,6 пин тонна, аш-какай – 29,6 пин тонна (пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑртинчен 10,2% нумайрах), ҫӑмарта – 119,7 миллион (46,3% нумайрах).

2025 ҫулта пуш уйӑхӗнче  ӗҫсӗррисен шайӗ 0,4% танлашнӑ.

Ыйтӑва пӑхса тухнӑ  май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев профиль министерствисене промышленноҫпа ял хуҫалӑх производствине ҫирӗппӗн ӳсме, строительство ӗҫӗсен калӑпӑшне патшалӑх пулӑшӑвӗсен мерисен спектрне тата анлӑлатнипе тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех контрактаципе юлнӑ процессене вӗҫленине тӗрӗслевре тытма  чӗнсе каланӑ.



21 апреля 2025
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter