Ачасем чӑвашла хастар калаҫаҫҫӗ
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республики Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Ҫак куна паллӑ тӑвас тесе 1992 ҫулта ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна ҫулсерен Иван Яковлевич Яковлевӑн – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн тата ҫӗнӗ чӑваш алфавитне тӑваканӑн – ҫуралнӑ кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн умӗнчи скверта И. Я. Яковлев палӑкӗ патне кӑнтӑрла 12 сехетре чӗрӗ чечексем хурӗҫ. Ҫак кунах Пӗтӗм Раҫҫейри «Библионочь – 2025» социаллӑ культура акцине тӗпе хурса вулавӑшсене ҫӳрекенсене чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ пирки каласа кӑтартӗҫ.
Республикӑра чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата ӑна анлӑрах сарассипе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова каласа панӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2020 ҫулта чӑваш чӗлхине упрас тата ӑна халӑх хушшинче анлӑрах сарас тесе «Культурӑна аталантарас» Чӑваш Республикин патшалӑх программине тӗпе хурса хушма программа пӑхса хӑварнӑ. Программӑсене пурнӑҫа кӗртсе пырас тесе, Чӑваш Республикин Культура министерстви, Чӑваш республикин Цифра аталанӑвӗн министерстви тата муниципалитетсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе пыраҫҫӗ.
Республикӑра чӑваш чӗлхине вӗренме лайӑх условисем йӗркелесе панӑ. Халӗ тӑван чӗлхене 1-мӗш класран пуҫласа 11 класс таранах шкулсенче ачсем вӗренеҫҫӗ. Аслӑ шкулсенче те ӑс пухакансем хапӑл тусах чӑваш чӗлхине юратса вӗренеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫулсеренех Пӗтӗм Раҫҫейри професси конкурсӗн лауреачӗсем пулса тӑраҫҫӗ, «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» ятсене ҫӗнсе илеҫҫӗ. 2022 ҫултан пуҫласа регионта тӑван чӗлхесен вӗрентекенӗсен регионсен хушшинчи «Пӗрлӗхре – вӑй» ятлӑ форумӗ иртет. Форума ҫулсерен федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен 500 ытла вӗрентекен хутшӑнать. 2023 ҫултанпа тӑван чӗлхене вӗрентессипе паха кӑтартусемпе палӑракансем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн грантне 500 пин тенкӗ тивӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине Ульяновскпа Оренбург облаҫӗсенче, Тутарстанпа Пушкӑртстан республикисен шкулӗсенче предмет шайӗнче, Самар облаҫӗнче вара ачасене факультатив шайӗнче вӗрентеҫҫӗ.
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ чи пысӑк мероприятисенчен пӗри пулса тӑрать. Юлашки 5 ҫулта акцие ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен 50 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал диктант ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулать. Ӑна вӗрентӳ организацийӗсен, культура учрежденийӗсен базинче ирттерӗҫ, килте те ҫырма пулӗ – диктант текстне радиора вуласа пырӗҫ.
Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тесе сахал мар ӗҫ туса ирттереҫҫӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем. Республикӑра чӑваш чӗлхипе тӗрлӗ кӑларӑмсем йӗркелесе пыраҫҫӗ, халӑх валли кӑсӑклӑ хыпарсем калӑплаҫҫӗ. Чӑваш Ен Наци телевиденийӗн программисенче кулленех чӑваш чӗлхипе ятарлӑ кӑларӑмсем тухаҫҫӗ, Тӑван радио хумӗсем ҫинче чӑваш юрри-кӗвви янӑрать.
Тӑван чӗлхепе ачасене валли регионта кӑсӑклӑ литература кулленех калӑпланать. Ача-пӑчасем патне тимлӗх уйӑрни куҫ кӗретех. 2024 ҫулта патшалӑх заказӗпе 34,2 пин тиражпа 32 тӗрлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Кӑҫал 36,4 пин тиражпа 35 тӗрлӗ кӗнеке кӑларма тӗллев лартнӑ.
Кашни ҫулах ачасемпе яш-кӗрӗм валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен алҫырӑвӗсен конкурсӗ иртет. Чи лайӑх хайлавсен виҫӗ авторне укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.
Шкулчченхи вӗренӗве пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2024 ҫулта пӗрремӗш хут ача сачӗсем валли чӑвашла тата вырӑсла пособисем туяннӑ. Ӑна валли пӗтӗмпе 19,7 миллион тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑтра шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине ачасене вӗрентме 60 тӗрлӗ кӗнеке тата вӗренӳ пособийӗ пур. Юлашки тӑватӑ ҫулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тата та 18 ҫӗнӗ кӗнекепе пособи хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе 2021 ҫултанпа вырӑс шкулӗсенче тӑван чӗлхене ӑша хывса пыма 1-4 класра вӗренекен ачасене валли кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсен пахалӑхне ҫӳллӗ шайра палӑртнӑ. 2023 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Михаил Мишустин кӗнеке хатӗрлекенсен ушкӑнне Раҫҫей Правительствин премине парса хисеп тунӑ.
Пӗлме: Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Çăкăр чĕлли» спектакль пулать.
Професси коллективӗсен пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне йышӑннӑ, вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.