Сцена ҫинче те – пурнӑҫ, унта та чӑваш чӗлхи янӑрать: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче  «Ҫӑкӑр чӗлли» ятлӑ спектакль пулнӑ

Сцена ҫинче те – пурнӑҫ, унта та чӑваш чӗлхи янӑрать: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче  «Ҫӑкӑр чӗлли»  ятлӑ спектакль пулнӑ

Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса килнӗ май,  Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче  «Ҫӑкӑр чӗлли»  спектакль пулнӑ.  Ӑна Ева Лисина Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртса калӑпланӑ.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Грантне тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртнӗ спектакӑле.

2020-мӗш ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен республикӑра чӑвашла 41 спектакль лартнӑ, тепӗр иккӗшӗ – чӑваш композиторӗсен кӗввипе хайланнӑ. Ҫак тапхӑрта 26 проект пурнӑҫланӑ, вӗсене Чӑваш Республикин грантне парса хавхалантарнӑ. 2025 ҫул вӗҫлениччен тата виҫӗ проекта пурнӑҫлама  тӗллев лартнӑ.

 «Эпир хамӑр ҫӗршыв тата республика историне лайӑхрах пӗлме май паракан спектакльсене  халӑх патне илсе ҫитерме витӗм кӳрӗпӗр. Ҫитӗнекен ӑру хӑюллӑ, чӑтӑмлӑ тата кӑмӑл-туйӑм енчен  ҫирӗп  пулсан кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтарма пултарайрать. Ҫӗнтерӳ патне ҫитесси те ун чухне  часах пулӗ»,  – палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Театр искусствине аталантарас тата нумай ҫул хушши пултарулӑх ӗҫне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  автора, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Ева Николаевна Лисинӑна, тав тунӑ.

 «Ҫӑкӑр чӗлли»  пьесӑна Чӑваш ҫыравҫи Ева Лисина 1991 ҫулта ҫырнӑ, ӑна вӑл вӑрҫӑ ачисене халалланӑ. Пулӑмсем чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ. Автор ҫемье вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра пурӑнас тесен унӑн мӗнле йывӑрлӑхсем витӗр тухма тивни ҫинчен каласа панӑ.

Пӗлме: паян  премьера кӑнтӑрла 13.30 сехетре вырӑсла пулать.



23 апреля 2025
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter