Аслӑ Ҫӗнтерӳ вӑл – пирӗн пӗрлехи астӑвӑм тата пирӗн пӗрлехи яваплӑх пулнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кӑҫал, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Наши семейные книги памяти» акцине Чӑваш Республики хастар хутшӑнать.
Акцине тӗпе хурса Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен астӑвӑмне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетме май паракан патриотла слёт пулнӑ, вӑл Совет Союзӗн Геройӗ А. В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче иртнӗ, унта 400 яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
«Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи паттӑрла ӗҫсене ӗмӗр асра упраса малалла та ҫитӗнекен ӑрӑва ун пирки пӗлтерсе пыма тӑрӑшатпӑр. Патриотла проектсене хутшӑнни пирӗн ачасене Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисен паттӑрлӑхне ӑша хывса пурӑнма хистет. Ҫак акци ҫемье историне пӗлме, паттӑрӗсене асра тытма пулӑшать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ вӑл – пирӗн пӗрлехи яваплӑх пулнине ӑнланса илме май парать», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Слёт вӑхӑтӗнче темиҫе интерактивлӑ площадка ӗҫленӗ, унта хутшӑнакансене историпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки хыпарсемпе паллашма тӗрлӗ майсем туса панӑ.
Олег Николаев акцие хутшӑнакансене хӑйӗн кукамӑшӗн шӑпипе паллаштарнӑ. Сӑр хӳтӗлев рубежне тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ Анна Афанасьевна Николаевӑна ӗмӗр чун-чӗрере упранине, унӑн паттӑрлӑхӗ ырӑ тӗслӗхре пулнине каланӑ. «Эпир хамӑрӑн паттӑрсемпе мухтанатпӑр: вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем патне пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Паян та, тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑр ывӑл-хӗрӗсемпе ашшӗ-амӑшӗсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӑрахмаҫҫӗ. Пӗлсех тӑратпӑр, эпир пӗрле Ҫӗнтерӗве ҫывхартса анлӑн уявлассине те», – тенӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен акцийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ хӑйсен ҫемье историне тарӑнрах тӗпчесе пӗлме май парать. Шкул ачисемпе студентсем ҫемье архивӗсене тӗпчесе пӗлӗҫ, тӑванӗсемпе хутшӑнса хӑйсен аслашшӗсемпе асламӑшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен хыпарсене пухӗҫ.
Ҫавӑн пекех Олег Николаев «Ҫӗнтерӳ чӳречисем» Пӗтӗм Раҫҫейри акцине Чӑваш Республикинче старт панӑ. Вӗренекенсемпе пӗрле регион Пуҫлӑхӗ вӗрентӳ заведенийӗн чӳречисем ҫине асӑнмалӑх наклейкӑсем ҫыпӑҫтарнӑ.
Ҫулсеренех «Ҫӗнтерӳ чӳречисем» акцине хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен йышӗ ӳссех пырать.