Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑран та хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Аслӑ чӑваш чӗлхи – пире пӗр-пӗринпе хутшӑнма май паракан  хатӗр ҫеҫ мар, вӑл ҫавӑн пекех пирӗн мӑн асаттемӗрсен ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе ӑсне типтерлӗн сыхласа упракан тата ӑрусене ҫыхӑнтарса тӑракан чӗрӗ еткерлӗх те. 177 ҫул каярах, ака уйӑхӗн ҫак кунӗнче,  чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлевич Яковлев паллӑ педагог   ҫуралнӑ. Унӑн вӗрентӗвӗ паян та пурӑнать. Шӑпах ҫавӑнпа эпир Чӑваш чӗлхи кунне вӑл ҫуралнӑ кун палӑртатпӑр.

Ҫак кун эпӗ тӑван чӗлхене чыслӑн упраса малалла аталантаракан, хамӑрӑн чаплӑ йӑласене ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракан мӗн пур ҫынна пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Чӗлхемӗр пирӗн илемлӗ те янравлӑ, ахальтен мар: «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», – теҫҫӗ халӑхра. Унпа Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Иоаким Максимов-Кошкинский, Петӗр Хусанкай хӑйсен илемлӗ произведенийӗсене ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче халӑха Вера Кузьмина тата Нина Григорьева савӑнтарнӑ. Паян та чӑваш чӗлхипе ҫӗнӗ  илемлӗ кӗнекесем пичетленеҫҫӗ, вӗсене аслӑ ӑру ҫеҫ мар, ҫамрӑксем те вулаҫҫӗ. Театрсенче спектакльсен премьерисемпе концертсем аншлагпа иртеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи паян пур ҫӗрте те ирӗклӗн янӑрать!

Тӑван чӗлхемӗр пурӑнать тата аталанать, эпир вара, ҫав аслӑ культура ҫыннисем, унӑн пӗлтерӗшне ӳстерсе пырас тата ӑна анлӑрах сарас тесе  тӑрӑшатпӑр.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, тӑван чӗлхене пулас ӑрусем валли пӗрле упраса хӑварар!

Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев

 



25 апреля 2025
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter