Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нотариат кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ нотариуссем, нотариус кантурӗн ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Нотариат кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Сирӗн ӗҫӗр право хутшӑнӑвӗсен ҫирӗплӗхне тата гражданла килӗшӳсен шанчӑклӑхне тивӗҫтерсе тӑрать. Эсир хӑвӑрӑн ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑра, саккунсене лайӑх пӗлнине, ӗҫе пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫланине тата нотариат пӗрлӗхӗн ырӑ ятне кулленех ҫирӗплететӗр.
Нотариат пӗрлӗхӗ ҫынсене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ парас ӗҫе те пысӑк тӳпе хывни куҫ кӗрет. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан доброволецсене, ҫар ҫыннисене, ҫав шутра ҫар ретне мобилизаци йӗркипе чӗнсе илнисене тата ҫапӑҫусен ветеранӗсене пулӑшас енӗпе тӑвакан сирӗн ӗҫӗр уйрӑмах хисепе тивӗҫ. 2024 ҫулта республикӑри нотариуссем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан 2 пин ытла ҫынна тата вӗсен ҫемйисен членӗсене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Ҫак цифрӑсем сирӗн пурнӑҫри хастарлӑхӑра тата социаллӑ яваплӑхӑра уҫӑмлӑн палӑртаҫҫӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан вӑй ведомствисен ӗҫченӗсене тата патшалӑх служащийӗсене эсир тӑтӑшах пулӑшса тӑратӑр.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшшине, профессире ӑнӑҫусем тата ырлӑх сунатӑп. Сирӗн ӗҫӗр пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн малашне те шанчӑклӑ тӗрек пултӑр!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев