Радиаци аварийӗсен сиенне пӗтерме хутшӑннӑ хастарcен кунӗ
Хисеплӗ ентешсем, радиаци аварийӗсен сиенне пӗтерме хутшӑннӑ хастарсем!
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ – пӗтӗм Раҫҫейшӗн хӑйне уйрӑм кун. Ҫак кун эпир радиаци аварийӗсемпе инкекӗсен сиенне пӗтерме хутшӑннӑ ҫынсене чыслатпӑр, 39 ҫул каярах Чернобыльти атом вӑйӗпе ӗҫлекен электростанцинче пулса иртнӗ синкерлӗ пулӑмсене аса илетпӗр.
Ҫак техногенлӑ инкек Чернобыльте тата ун таврашӗнче пурӑннӑ пин-пин ҫыннӑн, хӑрушлӑха хирӗҫ тӑнӑ йышлӑ ҫӑлавҫӑн пурнӑҫне татнӑ, историре хурлӑхлӑ пулӑмсемпе сӑнланса юлнӑ. Вӑл пире мирлӗ атомпа ӗҫленӗ чухне яваплӑхпа асӑрханулӑх пирки самантлӑха та манмалла марри ҫинчен аса илтерет.
Паян эпир вышкайсӑр хӑрушлӑхра чӑн-чӑн паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ паттӑрсене чыслатпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем шеллеменни тата пулӑшма яланах хатӗр пулни калама ҫук пысӑк инкеке сирсе яма пулӑшнӑ. Хӑйсен тивӗҫне мӗн вӗҫне ҫитиччен пурнӑҫлани ахалех пулманнине ҫав паттӑрсем лайӑх пӗлсе тӑнӑ.
Ыттисене ҫӑлассишӗн пурнӑҫне панӑ паттӑрсене эпир яланах асра тытӑпӑр. Хамӑр хушӑра пурӑнакан, ҫав синкерлӗ пулӑмсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ ҫынсене эпир чунтан тав тӑватпӑр. Чӑваш Енре радиаци аварийӗсене пӗтерме хутшӑннӑ 417 ҫын пурӑнать. Вӗсем пирӗншӗн – чӑн-чӑн паттӑрсем, хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулнине пӑхмасӑр ыттисене пурӑнма май туса паракан харсӑрсем.
Чернобыльти инкек мӗне вӗрентнине эпир ҫирӗппен асра тытатпӑр. Ун пек синкерлӗ инкексем текех нихӑҫан та пулмасса шанса тӑратӑп.
Атьӑр-ха, астӑвӑма типтерлӗн упрар, сывлӑхшӑн тӑрӑшар, пуриншӗн те хӑрушлӑхсӑр тӑнӑҫ пурнӑҫ тума ӑнтӑлар!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев