Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тата муниципалитетсен хисеплӗ депутачӗсем, хаклӑ ӗҫтешсемпе парламент ӗҫӗ-хӗлӗн ветеранӗсем!

Сире Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн салам-латӑп!

Ҫак уяв халӑхпа влаҫӑн пӗрлӗхне сӑнарлать, ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енпе Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн эпир пурте яваплӑ пулнине асра тытмаллине ӑса хывтаракан витӗмлӗ май та.

«Анлӑ правительство» мелӗпе пӗрле тӑвакан ӗҫӗмӗр пӗр-пӗ-ринпе ҫыхӑнса ӗҫленин тухӑҫлӑхне кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑчӗ. Килӗштерсе ӗҫленине, ыйтусене уҫҫӑн сӳтсе явнине тата яваплӑха туйса вӑй хунине пула эпир стратегилле проектсене пурнӑҫлама, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма тата ҫынсем власть институчӗ-сене шанассине ҫирӗплетме пултартӑмӑр. Чи кӑткӑс ыйтусенче те регион интересӗсемпе ҫынсем ыйтнисем хушшинчи шайлашӑва тупма пӗлнӗшӗн сире – уйрӑм тав сӑмахӗсем.

Республика парламенчӗн депутачӗсем тата вӗсен муниципалитетсенчи ӗҫтешӗсем, ҫынсен нуши-ӗмӗчӗсене лайӑх пӗлсе тӑраканскерсем, вӗсене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене куллен татса параҫҫӗ. Ҫав хастар чунлӑ ӗҫченсен иксӗлми вай-халӗ, пуҫарулӑхӗ тата ӗҫе парӑнни – республика ҫирӗплӗхӗн тата малашлӑхри аталанӑвӗн шанчӑклӑ никӗсӗ.

Парламентӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем! Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, йышӑнусем ҫирӗплетнӗ чухне пысӑк ӑс тата Чӑваш Ен аталанӑвӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ                                                                                                     Олег Николаев



27 апреля 2025
07:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter