Ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе хастартарах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ

Ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе хастартарах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Енре  ҫурхи ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Кӑҫал ҫурхи ӗҫсене планпа пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх  547,4 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пурнӑҫламалла, кӑтарту пӗлтӗрхинчен пысӑк.  Акса хӑвармалли лаптӑкӑн ҫурри ытла (290,1 пин га) пӗрчӗллӗ культурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑри уй-хир ӗҫӗсемпе Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Кудрявцева пӗлтернӗ.   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвне тӗпе хурса, паян канашлӑва республика Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов ирттернӗ.

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх пайӗнче тӑрӑшакансем пурте тенӗ пекех  уй-хир ӗҫне тухнӑ. Кӑҫал  ҫураки ӗҫне  ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланӑ. Кун пек ир тухасси юлашки 15 ҫул хушшинче пулман тесен те йӑнӑш мар.   Ольга Кудрявцева тӗш тырӑна  ҫӗр ӗҫченӗсем кунне 10-12 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче акса хӑварнине пӗлтернӗ. Енчен те ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан, уй-хир ӗҫӗсене 14-15 кунта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем.  

Ҫур аки ирттерме республикӑри хуҫалӑхсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 54 пин тонна  хатӗрленӗ. Планран ытларах вӑрлӑх хатӗрлени куҫ кӗретех.  

Ҫӗр улми лартма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче виҫӗ муниципаллӑ округра тухнӑ. Вӗсем: Патӑрьелӗнче, Каҫал Енре тата Елчӗкре.

Республикӑра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстерес тата ӗҫлемен ҫӗрсене  пусӑ ҫаврӑнӑшне  кӗртессипе те хастар ӗҫлеҫҫӗ. 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне  усӑ курӑнмасӑр тӑрса юлнӑ  ҫӗр лаптӑкӗ -12 399 га танлашать.

 «2020 ҫултанпа усӑ курман ҫӗрсене 46 пин ытла га пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртрӗмӗр тата кӑҫал 4 пин га хушма палӑртатпӑр. Пирӗн тӗллев – ака лаптӑкӗсене, тухӑҫлӑха  ӳстересси тата республикӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси», – палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

  «Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене  пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илмелле.  Вӑрлӑхсем ҫине те тимлӗх уйӑрмалла. Улатӑрпа Пӑрачкав округӗсенче ҫурхи ӗҫсене кирлӗ пек шайра туса пыманни сисӗнет. Ҫитес вӑхӑтра  вырӑна тухса ӗҫлӗ канашлу ирттермелле.   Патшалӑх пулӑшӑвне вӑхӑтра тата туллин парса тивӗҫтересси тӗп ыйтусенчен пӗри пулмалла. Аграри тытӑмӗнче вӑй хуракансен  субсидисемпе грантсене вӑхӑтра памалла.  Чӑрмавсем кӑларса тӑратма юрамасть», – тесе ҫирӗппӗн каланӑ премьер-министр Сергей Артамонов.



28 апреля 2025
18:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter