Чӑваш Ен предприятийӗсем Узбекистана газохими производствисем валли автоматика хатӗрӗсене тивӗҫтерме пултарассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен  предприятийӗсем Узбекистана газохими производствисем валли автоматика хатӗрӗсене тивӗҫтерме пултарассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Узбекистанта  ӗҫлӗ визитпа пулнӑ май, «Uzbekistan GTL» заводпа тата   Кашкадар облаҫӗнчи газохими комплексӗн предприятийӗ  ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.

 Ертӳҫӗсем АСУТП-автоматизациленӗ технологисен процесне тытса пымалли тытӑмсемпе тивӗҫтерес енӗпе чӑваш предприятийӗсене явӑҫтараси пирки, пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫнӑ. «Пирӗн предприятисем хальхи  пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан пысӑк технологиллӗ хатӗрсене пӑхӑнса таварсене тирпейлесе кӑлараҫҫӗ »,  – тесе  пӗлтернӗ Олег Николаев.  Узбекистанри партнерсене Шупашкарти электроаппаратура завочӗ хӑйӗн паха таварӗсене тӑратма хатӗррине те асӑнса хӑварнӑ вӑл сӑмах малалла тӑснӑ май.  

 «Шуртан газохими комплексӗ»  тулли мар яваплӑ общество ҫутҫанталӑк газне тирпейлесе кӑларассипе тимлет.  Комплекс ҫулталӑкне 4 млрд кубометр  ҫут ҫанталӑк газне тирпейлесе хатӗрлеме пултарать. Газпа экономикӑн мӗнпур отраслӗнчи предприятисене  тивӗҫтереҫҫӗ.  Ялан ҫӗнӗ йышши производство технологийӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ.  Унсӑр пуҫне предприятире нефтегаз отраслӗ валли пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлессипе те хастар тӑрӑшаҫҫӗ.

 «Uzbekistan GTL» – атмосферӑна сиен кӳрес мар тесе, паха шӗвек топлива тирпейлесе кӑларать. Тӗнчере чи лайӑх ӗҫлекен заводсенчен пӗри шутланать. Ҫулсерен республикӑн шалти рынокне предприяти пысӑк пахалӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса нефть продукчӗсене 1,5 млн тонна таран  тирпейлесе  кӑларать. Экологи тӗлӗшӗнчен таса пуласлӑха тивӗҫтерет, ҫавӑн пекех экономикӑна ӳсме тата аталантарма пулӑшакан заводсенчен пӗри шутланать.  



28 апреля 2025
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter