Республикӑра пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланнине, чи кирли – кашни ҫыншӑн ҫивӗч шутланакан тӗллевсем кирек хӑш сферӑрах, кирек хӑш ҫул-йӗр енӗпех тухӑҫлӑн пурнӑҫланнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ

Республикӑра пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланнине, чи кирли – кашни ҫыншӑн ҫивӗч шутланакан тӗллевсем кирек хӑш сферӑрах, кирек хӑш ҫул-йӗр енӗпех тухӑҫлӑн пурнӑҫланнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ йӗркеленӳсен чи лайӑх представителӗсене   республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев наградӑсемпе  чысланӑ.  Паллӑ пулӑма  Вырӑнти  хӑй тытӑмлӑх кунне халалланӑ.  Асӑнна куна палӑртасси пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин указ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, унтанпа мероприятине Раҫҫейре 13 ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ.

 «Муниципалитет влаҫӗ – управленин тӗп тытӑмӗсенчен пӗри. Вӑл асӑннӑ территорире халӑха хӑтлӑ пурнӑҫпа тивӗҫтерессишӗн яваплӑ. Чӑваш Ен – вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелемелли пӗр шайлӑ тытӑм ҫине  туллин куҫнӑ регионсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫакна пула эпир тухӑҫлӑха ӳстерме пултартӑмӑр. Кашни округа комплекслӑ тӗрев пама та аван. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсенче ТОС е тата  староста хастарӗсемпе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлени , кирек-епле йывӑрлӑхсене те татса пама пулӑшать. Халӑхӑн ыйтӑвне туххӑмрах тата туллин тивӗҫтерме те меллӗ», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма пухӑннисене саламланӑ май.  Вӑл граждансене хӑйсен муниципалитечӗсен пурнӑҫне хастар хутшӑнма, вырӑнти влаҫӑн пуҫарӑвӗсене  тӗпе хурса, вӗсемпе килӗшсе ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх вӑл – халӑх влаҫӗ тенӗ. Республикӑра, кашни муниципаллӑ округра е хула округӗнче, кашни ялта е поселокра пурӑнакан ҫынсемпе тачӑ хутшӑнса пурнӑҫлакан пархатарлӑ ӗҫсене пысӑка хурса хакланӑ.

2017 ҫултанпа республикӑра вырӑнти пуҫарусем ҫинче никӗсленнӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ – ку вӑл 6,5 млрд ытла тенкӗлӗх общество инфратытӑмне аталантармалли 6,2 пине яхӑн проект. Вӗсен шутӗнче – ялсене тирпей-илем кӗртесси, ҫулсене юсасси, спорт тата ача-пӑча площадкисем йӗркелесси, шывпа тивӗҫтерессине аталантарасси. Пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырас ӗҫ лайӑх пулса пырать регионта.  Палӑртма кӑмӑллӑ, ял ҫыннисем хастар пулӑшса пыраҫҫӗ. 2025 ҫулта 1,5 пин ытла проекта пурнӑҫа кӗртме тӗллев латнӑ.  Вӗсем валли 3 млрд тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Вӗсенчен 2,2 млрд тенкӗ республика бюджетӗнчен, 0,8 млрд тенкӗ – вырӑнти, 0,3 млрд тенкӗрен – халӑхран тата ытти ҫӑлкуҫсенчен пуҫтарӑнать.

Кашни муниципалитетпа хула округӗн малашлӑх ҫул-йӗрне Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ ҫӗнӗ программинче те палӑртса хӑварнӑ. Унта аталану приоритечӗсене, тӗллевӗсене палӑртнӑ. ТОСсем управлени процесӗсене тулли праваллӑ хутшӑнакансем тата халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстерес ӗҫре вырӑнти влаҫсен тӗп пулӑшуҫисем пулса тӑраҫҫӗ.

Пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланаҫҫӗ, чи кирли – кашни ҫыншӑн ҫивӗч шутланакан тӗллевсем кирек хӑш сферӑрах, кирек хӑш ҫул-йӗр енӗпех тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ республикӑра. Кун пирки тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех ака уйӑхӗн 21–23-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри муниципалитет форумӗнче Чӑваш Енри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх представителӗсен ҫитӗнӗвне палӑртнӑ. Раҫҫей Президенчӗ хушнипе ирттерекен мероприятин ҫӗнтерӳҫисене, муниципаллӑ йӗркеленӳсен аталанӑвне уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнисене, халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерессишӗн тӑрӑшса ӗҫленисене наградӑсем парса хавхалантарнӑ. Пысӑк ӑмӑртӑва, кӑҫал вара мӗн пур регионтан 41,3 пин заявка панӑ, «Ҫамрӑк кадрсем – ҫӗршыв службинче» номинацире Етӗрнери МО пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов мала тухса, ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.

Муниципалитетсене аталантарасси ҫине республика Правительстви ҫултан-ҫул тимлӗрех пӑхать. Округсенче экономика вӑй-хӑвачӗ ӳсет, управлени енӗпе малта пыракан ӗҫ мелӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ку вара чӑнласах та, чи пӗлтерӗшли пулса тӑрать.

Ытти ертӳҫӗсем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутатсене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ ҫынна пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тарӑшса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата ытти наградӑсем парса чысланӑ. Пысӑк шайри ӑсталӑха, суйласа илнӗ ӗҫе парӑннине, тӑван кӗтесе чунтан  юратнине, шанса панӑ территорисен ҫирӗплӗхне ӳстерме тата вӗсене кал-кал аталантарма пысӑк тӳпе хывнине каланӑ сумлӑ хӑнасем. Пурне те ҫын ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре иксӗлми вӑй-хал тата ҫитӗнӳсем суннӑ.

 



30 апреля 2025
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter