Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Професси уявӗпе – Раҫҫей Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн час-часах хӑрушлӑхпа тӗл пулма тивекен Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене пурне те пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп.
Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама пысӑк ӑсталӑх, хӑюлӑхпа харсӑрлӑх тата чун ҫирӗплӗхӗ кирлӗ. Чи йывӑр вӑхӑтра шӑпах эсир, паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартса, инкекри ҫынсене пулӑшатӑр.
Чӑваш Республикинче пӗлтӗр Элӗк, Красноармейски тата Пӑрачкав округӗсенче пушар чаҫӗсен виҫӗ ҫӗнӗ постне йӗркеленӗ. Кӑҫал Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк салинче пушар чаҫӗн тата тепӗр уйрӑм посчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Эпир ҫакӑнпа кӑна чарӑнса тӑма шутламастпӑр, ҫитес виҫӗ ҫулта пушарпа кӗрешекен службӑн тата 8 подразделенине, 42 ирӗклӗ пушар командине йӗркелеме, ҫавӑн пекех республикӑри муниципалитетсенче 7 ҫӗнӗ пушар деповӗ тума палӑртатпӑр.
Вӑрмансен управлӑхне тивӗҫтерес тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене пурне те пысӑк тав. Вӑрманти пушарсене вӑхӑтра тупса палӑртнине, вӗсене сӳнтерес ӗҫе пӗлсе йӗркеленине пула эсир вут-ҫулӑма алхасма тата сиен кӳме памасӑр шанчӑклӑн парӑнтаратӑр.
Служба ветеранӗсене уйрӑммӑн хисеп туса тав сӑмахӗсем калатӑп. Хальхи пушар сӳнтерекенсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӗнче вӗсен пархатарлӑ витӗмӗ пысӑк пулни куҫкӗрет. Ҫамрӑк ӗҫченсем хӑйсен ҫӑмӑлах мар тивӗҫӗсене сирӗн опытӑра ӑса хывса тата йӑла-йӗркене асра тытса чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.
Пурне те ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул, ҫавӑн пекех лӑпкӑ ӗҫ кунӗсем сунатӑп. Сирӗн ӗҫӗрте хӑрушши сахал пултӑр, вутпа кӗрешнӗ чухне вара ҫӗнтерӳ яланах сирӗнпе пултӑр!
Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев