Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ – Майӑн 1-мӗшӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ – Майӑн 1-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун хӑйӗн ӗҫӗпе тӑван республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывакан пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет. Сирӗн ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑрпа яваплӑхӑра пула регион умри чӑрмавсене шанчӑклӑн ҫӗнтерсе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвать.
Чӑваш Ен пултаруллӑ ҫынсемпе пуян, ӗҫ династийӗсен йышӗнчи ентешӗмӗрсем вара – регион мухтавӗ тата тӗп тӗрекӗ. Ҫамрӑк ӗҫченсем пысӑк опытлӑ наставниксенчен тӗслӗх илеҫҫӗ, вӗсен ӑсталӑхне тата паха пӗлӗвне ӑса хываҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени регион пуласлӑхне йӗркелет, шанӑҫа тата пӗрлӗхе ҫирӗплетет, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма май парать.
Юлашки 5 ҫулта Чӑваш Ен экономики палӑрмаллах ҫирӗпленчӗ: ҫӗнӗ предприятисем уҫӑлаҫҫӗ, инвестицисен шайӗ пысӑкланать, инфратытӑм лайӑхланать. Пирӗн тӑван кӗтесре пурнӑҫ тулӑхрах та хӑтлӑрах пулса пырать.
Ҫурхи кӑмӑл-туйӑм пире пурсӑмӑра та малашнехи ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса тӑтӑр, кашни кунах савӑнӑҫ, ҫирӗплӗх парнелетӗр тата малашлӑха шанчӑклӑн кӗтме лайӑх майсем кӳтӗр. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп!
Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев