Республикӑри театр ушкӑнӗсемшӗн «Ылтӑн маска» хӑватлӑ вӑй пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Республикӑри театр ушкӑнӗсемшӗн «Ылтӑн маска» хӑватлӑ вӑй пулнине каланӑ  регион Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев

«Атӑл Опера» Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Тӗп ыйту» космос оперине ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Мускаври «Геликон-опера» музыка театрӗн сцени ҫинче кӑтартнӑ. Паллӑ пулӑма   «Ылтӑн Маска» XXI-мӗш фестиваль-конкурса тӗпе хурса йӗркеленӗ.

 «Ылтӑн маска»  хисепе 2024 ҫулта Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн «Король Лир» постановка тивӗҫлӗ пулнӑ.  Ҫакӑ пирӗн коллективсем профессионализм шайне ҫӳллӗ шайра пулнине ҫирӗплетет. Ку Чӑваш Енри ытти театр коллективӗшӗн питӗ хӑватлӑ стимул.  Кун пирки тепӗр хут палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл 2020 ҫултанпа республика Правительстви регионти культурӑпа искусствӑна аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернине асӑннӑ.  2023-2024 сезон хушшинче 57 ҫӗнӗ постановка халӑх патне илсе ҫитернине те каланӑ.  Ҫакӑ Чӑваш Енри театр пӗрлӗхӗшӗн курӑмлӑ ҫитӗнӳ шутланать. 2024-2025 сезонра 61 премьера  кӑларма палӑртнӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пирӗн регионти культура отрасльне аталантарма стратегилле майпа пулӑшнине пула май пулчӗ. 2020 ҫултанпа грант постановкисен шучӗ икӗ хута яхӑн ӳснӗ.

Палӑртса хӑварар, июнӗн 2-мӗшӗччен Мускавра Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен театр коллективӗсем хатӗрленӗ 32 спектакль кӑтартӗҫ. Камсем лауреат пулса «Ылтӑн Маска» ятне ҫӗнсе илессине  фестивалӗн юлашки тапхӑрӗнче жюри членӗсем палӑртӗҫ.



05 мая 2025
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter