Чӑваш Енри автоҫулсем ҫинчи путӑк-ҫурӑксене тӗпрен юсаса ҫӗнетес ӗҫе вӗҫленӗ

Чӑваш Енри автоҫулсем ҫинчи путӑк-ҫурӑксене тӗпрен юсаса ҫӗнетес ӗҫе вӗҫленӗ

Чӑваш Енре регион пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем ҫинчи юрӑхсӑра тухнӑ лаптӑксене тирпей-илем кӗртсе пӗтернӗ.  Тавралӑхра пӗтӗмпех халӗ йӗркеллӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Республика Пуҫлӑхӗ лартнӑ тӗллеве ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли тӗпрен пурнӑҫа кӗртнӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.

Тӗп лаптӑкри ҫулсем – ҫӗршывӑн транспорт каркасӗ йышне кӗнӗ регион ҫулӗсем. Паянхи кун ҫӗнӗ наци проектне пурнӑҫланӑ май уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫине.   Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм туллин пурнӑҫланса пырать республикӑра. Ҫулсем ҫинчи путӑк-ҫурӑксене Чӑваш Республикинчи 36 округра ирттернӗ, вӗсемпе пурӗ 80 пин ытла ҫын усӑ курать. Юсав тунӑ лаптӑк 26 пин тӑваткал метр, ку 2024 ҫулхипе танлаштарсан 40% нумайрах. Ӗҫе 8 бригада, 24 техника явӑҫтарнӑ.  4 пин тонна  ятарлӑ материал тӑкакланӑ. Ҫулсен регионти сетьне тытса тӑрассине «Воддорстрой» ТМЯО тата «Дортех» ТМЯО подряд организацийӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ.

Вырӑнти    пӗлтерӗшлӗ автоҫулсен сетьне илес пулсан,  путӑксене 60 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче пурнӑҫланӑ. Кӑтарту ҫав тери пысӑк. Ӗҫсем июнӗн 1-мӗшӗччен пырӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене хӑтлӑхпа тивӗҫтерме муниципалитетсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелли плана объектсенче пурнӑҫланакан ӗҫсене пӑхӑнса,  шута илме чӗнсе каланӑ. Пӗрне-пӗри кӑлтӑксемпе чӑрмавсем кӑларса тӑратма юраманнине асӑрхаттарнӑ.  

 «Путӑк-ҫурӑксене тӗпрен юсасси – ҫул витӗмӗн сиенлӗхӗсене пӗтермелли ӗҫсен тӗп программин стартне хӑйне евӗр хатӗрлени. Кӑҫал юсав ӗҫӗсем хӑвӑрт пулса пынине кура,  тӗп объектсене хута ярасси ҫине те маларах куҫма пултарйраҫҫӗ подрядчиксем. Халӗ юрӑхсӑра тухнӑ лаптӑксене тӗпрен тишкерсе шута илеҫҫӗ, вӗсене юсаса ҫӗнетессипе график йӗркелеҫҫӗ», – тесе уйрӑмӑн палӑртса каланӑ транспорт министрӗ Максим Петров.

Сӑмах май, хӗл хйҫҫӑн хӑш-пӗр ҫулсем юрӑхсӑра ытларах тухнине те асӑннӑ вӑл.  Вӗсенчен чи йывӑррисем – Канаш хулипе Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи лаптӑксем. Нурӑспа Ҫӗмӗрле хули таран, Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнче те юсамалли лаптӑксем пур-ха. Вӗсем пӗлтӗрхи кӗркунне хатӗрленӗ юсав ӗҫӗсен малтанхи планне кӗмен пулин те кун пек тӗслӗхсем валли кӑҫалхи ҫул 270 миллион тенкӗ резерв пӑхса хӑварнӑ.  Резерв шучӗпе хушма 12 ҫухрӑм автоҫул юсама плана кӗртнӗ. 



06 мая 2025
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter