Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул тултарнине халалласа Чӑваш Енре пӗрремӗш хут геоглиф йӗркеленине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кӑҫал пирӗн ҫӗршыв Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пирӗн халӑхӑн калама ҫук хӑюлӑхӗпе пысӑк ҫухатусен хакне ӗмӗр асра упратпӑр. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тыл ӗҫченӗсене халалланӑ мемориалта Ҫӗнтерӳ кунне уявлама пуҫласси йӑлана кӗнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен Ҫӗнтерӳ ҫапӑҫу хирӗсенче кӑна мар туптаннӑ-ҫке. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен те ӗҫри паттӑрлӑхӗ пысӑк, вӑл халӗ ҫитӗнекен ӑрусен асӗнче ӗмӗрлӗхех юлӗ.
«Ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнисене, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене хисеп туса 2022 ҫулта эпир Куславкка тӑрӑхӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориал тунӑ. Вӑл пин-пин ҫыншӑн вӑй-халпа пӗрлӗх вырӑнӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш Ен тыл ӗҫченӗсене уйрӑмах пысӑк тав. 120 пин ытла ентеше паттӑр ӗҫшӗн чысланӑ. Хаяр условисенче вӗсем хӳтӗлев чиккисене – халӑхсен паттӑрлӑхӗпе пӗрлӗхӗн символне туса лартнӑ», – уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисенчен. Ҫӗнтерӗве ҫывхартма тыл ӗҫченӗсем те хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнине палӑртнӑ вӑл. Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтернӗ.
Республика Пуҫлӑхӗпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Ен Правительствин членӗсем, Чӑваш Республикинчи «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева, Чӑваш Республикин влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗсен ертӳҫисем, общество организацийӗсен представителӗсем тата ыттисем те пулнӑ. Сумлӑ хӑнасем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса пӗр минут шӑплӑха тытнӑ, Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне чӗрӗ чечексем хунӑ.
Ӑнсӑртран мар Ҫӗнтерӳ ҫулталӑкӗ умӗн шӑпах ҫак, пирӗн республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ мемориала, Чӑваш Енре пӗрремӗш геоглиф тума суйласа илнӗ. Мероприятие хутшӑннисем «80» хисеп формипе йывӑҫсем лартнӑ, вӗсем чӗрӗ палӑк пулса тӑнӑ. Пӗтӗмпе геоглиф 1,6 га лаптӑка йышӑннӑ. Ун валли Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк министерствин Сӗнтӗрвӑрри лесничествин питомникӗнчен илсе килнӗ 3 пин ытла йывӑҫ лартса хӑварнӑ. Геоглиф йышне чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ ӳсентӑран – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Сталинградра сыхланса юлнӑ тирекӗн тӗмӗ кӗнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лартнӑ.
Палӑртса хӑварар, ҫак мероприяти Пӗтӗм тӗнчери акци шайӗнче Чӑваш Енре тӗп пулӑм шутланать, – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ паттӑрсене халалланӑ тӗп пулӑмсенчен пӗри тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.
«Астӑвӑм сачӗ» – пирӗн мӑн асаттесене халалланӑ акци кӑна мар, вӑл тӗрлӗ ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ те пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та мероприятире республикӑри шкулсенчен ачасем те сахал мар пухӑннӑ. Пирӗн ҫӗршывӑн паттӑрлӑхне ӗмӗр асра тытса, вӗсене халалланӑ мероприятине йӗркелесе ирттерме хапӑл тунӑ.