Чӑваш Ен хӑйӗн паттӑрӗсене яланах асра тытать: Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине палӑртса Олег Николаев тыл ӗҫченӗсемпе тата «вӑрҫӑ ачисемпе» тӗл пулнӑ

Чӑваш Ен хӑйӗн паттӑрӗсене яланах асра тытать: Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине палӑртса Олег Николаев тыл ӗҫченӗсемпе тата «вӑрҫӑ ачисемпе» тӗл пулнӑ

Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫинче  Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа регионта сумлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  «Вега» сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта тыл ӗҫченӗсемпе тата «вӑрҫӑ ачисемпе» тӗл пулнӑ, вӗсемпе уҫҫӑн канашланӑ, пулас ӑрусем килӗштерсе, лӑпкӑ пурӑнччӑр тесе мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех регионта пурнӑҫласа пынине хыпарланӑ.

Олег Николаев  паллӑ пулӑма пухӑннисене Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ,  вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пулӑмсене хутшӑннӑ кашни ҫын пӗлтерӗшне палӑртнӑ: «Хӑвӑрӑн хӑюлӑхӑршӑн, паттӑрлӑхӑршӑн, ӗҫченлӗхшӗн тата пурнӑҫа юратнӑшӑн пысӑк тав  сире.  Эсир вӑрҫӑн тумхахлӑ ҫулӗсем витӗр тухнӑ пулин те, хӑвӑра шелемесӗр, пурнӑҫ ырӑ енне улшӑнса пытӑр тесе хӑвӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшнӑ. Чыс та мухтав сире. Эсир кирек-епле йывӑрлӑхсене те парӑнтарайратӑр. Пулас ӑрӑва тӗрӗс воспитани парас ӗҫре те эсир пысӑк тӳпе хыватӑр», - тесе каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Мероприяти пухӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ асӑнмаллӑх парнесем парса хисеп тунӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панӑ.

 



07 мая 2025
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter