Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Хисеплӗ ветерансем!

Хаклӑ ентешсем!

Сире аслӑ та сӑваплӑ уяв - Ҫӗнтерӳ кунӗ - ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ - ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи тата пирӗнтен кашнин пурнӑҫӗнчи ыттисенчен уйрӑлса тӑракан кун. Вӑл - астӑвӑм кунӗ. Мӑнаҫлӑх кунӗ. Тав тумалли кун.

Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене - фронтра ҫапӑҫнисене, тылра тӑрӑшнисене, ҫӗршывӑмӑр пуласлӑхӗшӗн хӑйсене хӗрхенмен ҫынсене - аса илетпӗр. Ҫӗре кӗнисен умӗнче пуҫ таятпӑр. Пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ ветерансене ҫӗре ҫити тайма пуҫ.

Чӑваш халӑхӗ Аслӑ ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнӑ. Пирӗн 200 пин ытла ентеш фронта тухса кайнӑ. Вӗсен ячӗсене яланлӑхах асра хӑварӑпӑр, ҫак астӑвӑма чӗрере упрӑпӑр.

Паян пирӗн ҫӗршывшӑн каллех ансат мар вӑхӑт. Пирӗн  паттӑрсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ, Раҫҫей интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, унӑн хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче тӑраҫҫӗ. Эпир вӗсен ҫирӗплӗхӗпе, паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланатпӑр. Эпир юнашар - вӗсемпе тата вӗсен пӗтӗм республика тӗревне туякан ҫемйисемпе пӗрле.

Ҫӗнтерӳ кунӗ - иртнине асра тытни кӑна мар. Ҫак кун - наци пӗрлӗхӗн, патриотизмӗн тата ӑрусен кӑмӑл-сипет ҫыхӑнӑвӗн символӗ. Пирӗн тӗрев тата никӗс, ӑна пула малашлӑха шанчӑкпа пӑхатпӑр.

Пирӗн тивӗҫ - ҫав вӑрҫӑ чӑнлӑхне упраса хӑварасси. Унпа ҫыхӑннӑ астӑвӑма ачасене, мӑнуксене парасси. Йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене, пирӗн халӑха тата патшалӑха тытса тӑраканскерсене, упрасси.

Хаклӑ туссем!

Кашни килте ӑшӑ, юрату пулччӑр. Пирӗн тӑван чӑваш ҫӗрӗ ҫинче яланах мир пултӑр. Сире сывлӑх, телей, ыранхи куна ҫирӗп шанма сунатӑп!

Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев



09 мая 2025
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter