Кӗрешӳ спорчӗ – наци пуянлӑхӗ, культура еткерӗ пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Шупашкарта «Атӑл» стадионта чӑваш наци кӗрешӗвӗ енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ тата первенстви иртет.
«Паянхи ӑмӑртусем пирӗн республикӑра пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнакан 120 ытла халӑхӑн туслӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Пирӗн хӑйне евӗрлӗ спорт культурине кӑтартса параҫҫӗ. Кӗрешӳ спорчӗ пирӗн республикӑра анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл культурӑпа пӗрле пирӗн чӑваш наци хӑй евӗрлӗхӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑрать. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрешӳ спорчӗ кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетет. Пирӗн пулас ӑрӑва спортӑн ҫак тӗсне вӗрентсе хӑвармалла. Ҫитӗнекен ӑрусем валли хамӑрӑн чӑваш спортне аталантармалла. Ку вӑл – пирӗн хаклӑхӑн историйӗ тата пуян тупри!», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче мероприятине пухӑннисене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ӑмӑртусене Чӑваш Енри чи вӑйлӑ 250 ытла спортсмен хутшӑнать. Чӑваш Ен чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, республикӑри чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсен хушшинче 27 виҫе категорийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртӗҫ. Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ.
Чи лайӑх та чи вӑйлӑ спортсменсенчен республикӑн пӗрлештернӗ командине йӗркелӗҫ. Ӑмӑртусем Чӑваш Енре кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен пулаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 пин спортсменпа хӑна, ҫав шутра тӗнчери ытти ҫӗршывран та пирӗн тӑрӑха килме спортсменсем кӑмӑл туни паллӑ.