Чӑваш Енӗн Аслӑ экономика канашӗ муниципалитетсен аталанӑвӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Аслӑ экономика канашӗн президиумӗ ҫӗнӗ форматпа пӗрремӗш хут пуҫтарӑннӑ. Халӗ ку ӗҫ уйӑхра пӗрререн кая мар пулса иртӗ. Ларура Чӑваш Республикин Экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн 2020-2025 ҫулсенчи комплекслӑ программине (КПСЭР) пурнӑҫлассине, унӑн инфраструктура тата инвестици проекчӗсем пирки тарӑн пӑхса тухнӑ.
«Ҫулталӑк вӗҫленнӗ май кашни муниципалитетӑн хӑйӗн аталанӑвӗн мастер-планне тӑратмалла. Ҫак программӑсене хӳтӗлеме эпир стратегиллӗ сессисем ирттерӗпӗр, унта пурӑнакансен шухӑшне шута илӗпӗр. Ҫакӑ пире ҫынсене чӑннипех кирлӗ проектсене кӗртме май парӗ. Хальхи вӑхӑтра муниципалитетсем хӑйсен стратегиллӗ докуменчӗсемпе хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Пирӗн тӗллев – ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле республикӑн ҫирӗп аталанӑвӗн уҫӑмлӑ планне йӗркелесси, вӑл ҫитес ҫул пирӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗн тӗп докуменчӗ пулса тӑрӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Стратеги докуменчӗсене хатӗрленӗ чухне социологи ыйтӑмӗсене, тишкерӳ ӗҫне, аталану ҫул-йӗрӗсене, округсемпе хуласен хастарӗсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Чӑваш Енӗн комплекслӑ программи шутне 600 ытла инвестици тата 2350 ытла инфраструктура проекчӗ кӗрет.
Программӑна пурнӑҫлас ӗҫри ҫитӗнӳ ӑна пурнӑҫлама республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах хутшӑннинчен килет. Ҫитменнине тата хӑй ӑҫта пурӑннине тата мӗн ӗҫленине пӑхмасӑр. Кунта кӑмӑла палӑртни, пуҫару туса хатӗрлени, хӑв хутшӑнас тени кирлӗ. Гражданла общество институчӗсен кал-кал аталанӑвне тата Чӑваш Енре пурӑнакансен хастарлӑхне шута илсе халӑха тата общество организацийӗсене программӑна пурнӑҫлама май килнӗ таран ытларах явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ.
«5 муниципалитет йӗркеленӗвӗнчен вӗсен планӗсене тӳрлетес тӗлӗшпе сӗнӳсем килнӗ. Пуҫарусене Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗ ҫумӗнчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен отрасль комиссийӗсене пӑхса тухма плана кӗртнӗ. Инфратытӑма аталантарассипе хушма 47 проекта тӗп документа кӗртсе хӑварма палӑртнӑ», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Дмитрий Краснов.