Чӑваш Ене килме кӑмӑл тӑвакан туристсене чӑвашсен техӗмлӗ апат-ҫимӗҫӗ, йӑли-йӗрки, культури илӗртет, вӑл вара пӗтӗмӗшле региона аталантарма витӗм кӳрӗ тесе каланӑ Олег Николаев

Чӑваш Ене килме кӑмӑл тӑвакан туристсене чӑвашсен техӗмлӗ апат-ҫимӗҫӗ, йӑли-йӗрки, культури илӗртет, вӑл вара пӗтӗмӗшле региона аталантарма витӗм кӳрӗ тесе каланӑ Олег Николаев

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче «Вкусы Чувашии» фестиваль иртнӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ чӑвашсен техӗмлӗ апат-ҫимӗҫне  тӗрлӗ халӑхсем хушшинче анлӑрах сарасси.  Планпа килӗшӳллӗн Чӑваш наци кухнине анлӑрах сарма пулӑшакан фестиваль икӗ ҫулта пӗрре иртет.

 «Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, Чӑваш Ене курма килекенсен йышӗ ӳссе пыни куҫ кӗретех. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑтарту  35% ӳсни курӑнать. Регионта туризма аталантарас ыйтупа тивӗҫлӗ шайра ӗҫлесе пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Техӗмлӗ апат-ҫимӗҫе, чӑвашсен йӑли-йӗркине, культурине туристсем хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.  Ҫакӑ ҫулҫӳревҫӗсем вырӑнти кухньӑпа культура йӑли-йӗркипе кӑсӑкланасси ӳссе пыни ҫинчен калать, ҫакӑ бизнес валли ҫӗнӗ майсем уҫать тата регион имиджне ҫирӗплетме пулӑшать. Эпир вара хамӑрӑн фестивале малалла анлӑлатӑпӑр, ӑна ҫӗнӗ  пуҫарусемпе пуянлатма тӑрӑшатпӑр»,  тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

«Паллӑ фестиваль обществӑлла апатлану сферине аталантармалли импульс та, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсен ӑсталӑхне ӳстерме, вырӑнти производительсене пулӑшма тата рынока пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме май паракан мероприяти шутланать.  Пурӗ Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн 232 предприятийӗ ӗҫлет, общепитӑн 1100 ытла заведенийӗ – кашни кун вӗсем пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ: Чӑваш Ен наци йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, ҫак пӗлӗве ҫӗнӗ ӑрӑва вӗрентсе хӑварассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ», –  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ фестивале пухӑннисене саламланӑ май,  Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов.

Кӑҫал паллӑ пулӑма 17 команда хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче вӗренӳ заведенийӗсен виҫӗ команди тата пӗрремӗш хут Киров облаҫӗнчен килнӗ ушкӑн. Командӑсем пӗр-пӗринпе наци чӑваш апат-ҫимӗҫне лайӑхрах хатӗрлеccипе конкурсра тупӑшнӑ.

Фестиваль хӑнисене валли хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхма кӑна мар, вӗсене пӗҫерессипе мастер-классенче хутшӑнма ятарлӑ условисем туса панӑ.

Сумлӑ хӑнасем уява пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ,  пултарулӑх ушкӑнӗсем  хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. Фестиваль питӗ кӑсӑклӑ иртнӗ, тӗрлӗ куравсем хӑнасен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ.



14 мая 2025
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter