Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими вӗрентекен Алевтина Алексеева «Ҫулталӑк учителӗ» сумлӑ ята тивӗҫнӗ
Кӑҫал муниципалитетсен шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртусенче пӗтӗмпе пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Чи ӑста вӗрентекенсене тупса палӑртнӑ, вӗсен пуян та пысӑк тавракурӑмлӑхне пысӑк профессионалсем хакланӑ. Хӑйсен ӑсталӑхне муниципалитет шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ вӗрентекенсем паха тӗслӗхре.
«Эпир Чӑваш Енре вӗрненӳ учрежденийӗсенче вӗрентекенсене валли паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан паха условисем йӗркелесе параратпӑр. Юлашки пиллӗк ҫулта пурӗ 111 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Кашни вӗсенчен паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑрать. Вӗренӳ учрежденийӗсенче пысӑк технологиллӗ вӗрентӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Пуҫаруллӑ вӗентекенсене тӗрлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма паха условисем йӗркелесе панӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ачасен пӗлӳ шайне ӳстерме тӗрлӗ майсем пур», – тесе ҫирӗппӗн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Регион Пуҫлӑхӗ мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, вӗсене малашне те пысӑк кӑтартусемпе палӑрма вӑй-хал суннӑ, пуян ӑс-хакӑллӑ ачасемпе ӗҫлесе ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫынсем пулма вӗрентме сӗнсе каланӑ. Телейлӗ ачасем пулсан, вӗсен тавра курӑмлӑхӗ пуян пулсан, пирӗн пуласлӑх та ҫирӗп пулассине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Педагогика ӗҫченӗсене хӑйсен профессине парӑннӑшӑн тата ӑна пӗтӗм чунтан юратнӑшӑн чӗререн тав тунӑ.
2024 –2025-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе ҫирӗм пин ытла вӗрнтекен шутланать регионта. Ҫулсерен аслӑ шкулсенчен е тата ытти вӗрентӳ учрежденийӗсенчен 500 ытла ӑста специалист пулса вӗренсе тухать. Палӑртма кӑмӑллӑ, 300 ытла ҫамрӑк вӗрентекен шкулсене ачасене ӑс пама ҫул тытать. Вӗсемпе пӗрле аслӑ педагогсем яланах шкулсенче ачасене тарӑн пӗлӳ парассишӗн алла-алӑн тытӑнса ӗҫлеҫҫӗ. 16 ҫул хушшинче республикӑри шкулсенче ӗҫлекен 500 вӗрентекен Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекен ята кӑҫал Куславккара 3-мӗш №-лӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫлекен ачасене химипе биологи пӗлӗвне парас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑ Алевтина Алексеева ҫӗнсе илнӗ. Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими вӗрентекен Алевтина Алексеева чи ӑста вӗрентекен.
Чӑваш Енри чи лайӑх воспитатель ята вара Дарья Жгарь Ҫӗнӗ Шупашкарта 13- мӗш №-лӗ шкулта тӑрӑшакан вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ытти номинацире те мала тухакансене палӑртса хӑварнӑ, дипломсемпе парнесем парса чысланӑ.
Чи лайӑх педагогсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн премине тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑк учителӗ» сумлӑ ята тивӗҫнӗ педагог 150 пин , «Ҫулталӑк воспитателӗ» ята ҫӗнсе илнӗ ӑстаҫӑ 100 пине тивӗҫлӗ пулнӑ. Ытти номинацире мала тухнисене те укҫан пулӑшу парса хавхалантарнӑ, вӗсен виҫи алӑ пин тенкӗпе танлашнӑ. Конкурсантсен ӗҫне пысӑк опытлӑ вӗрентекенсемпе, аслӑ шкулсенчи преподавательсемпе танах шкул ачисем хакланӑ.