Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ветеранӗсен социаллӑ пулӑшӑвне анлӑлатассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин  Министрсен  Кабинечӗ ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа сусӑрланнӑ ҫынсене хушса тӳлемелли тата вӗсене пурнӑҫламалли йӗрке пирки калакан ӗҫ хутне  пӑхса тухса ҫирӗплетсе хӑварнӑ.  Йышӑнӑва  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ветерансемпе тата вӗсен  ҫемйисене социаллӑ пулӑшу парассине вӑйлатс тӗллевпе  пӑхса хӑварнӑ.

Сусӑрсене укҫан паракан пулӑшӑва илмелли тӳлев тапхӑрне 10-ран пуҫласа 2 ӗҫ кунӗ таран чакарнӑ.  Кӑтарту пиллӗк хут чакни куҫ кӗретех. Тӳлеве палӑртма заявлени  ҫырмалли иел ансатланнӑ.  Халӗ ку ӗҫе Нумай функциллӗ центрсенче те ыйтса ҫырма условисем йӗркелесе панӑ.   Пӗр сӑмахпа каласан, ҫакна МФЦ е Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен Пӗрлехи тытӑмӗ (ЕСИА) урлӑ тума пулать. Проектпа республика бюджетӗнчен ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

 «Маларах эпир хамӑр чикӗ леш енчи территорисенче те халӗ хӳтӗлекенсен ҫемйисемшӗн пулӑшу памалли пакета анлӑлатрӑмӑр. Вӗсен шутӗнче – шкул ачисемшӗн тӳлевсӗр апатлану, лагерьсене кайма путевкӑсем, тӳлевсӗр кружоксемпе секцисем, ӗҫ шырама пулӑшасси, ҫавӑн пекех психологипе юридици пулӑшӑвӗ парасси те пӑхса тухнӑ. Ипотека енчен те илнӗ пулсан, ӑна валли саплаштарма та хушма пулӑшу йышӑнса хӑварнӑ.

Пулӑшу виҫине асӑннӑ категорири ҫынсем патне вӑхӑтра илсе ҫитермелле. Ӑнсӑртран пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратмалла мар.  Хамӑрӑн хӳтӗлевҫӗсемпе вӗсен ҫемйисене май килнӗ таран пулӑшупа тивӗҫтересси пирӗнтен кашнин тивӗҫӗ.  Вӗсем пирӗн тимлӗхе туйччӑр тесе эпир малалла та мӗн тума пултарнине тӑвӑпӑр
»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Маларах республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе килӗшӳллӗн,  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Чӑваш Енре пурӑнакан ҫар служащийӗсен членӗсене тӗрев парас тӗллевпе пӑхса хӑварнӑ.  СВОна хутшăннисен ачисем лагерьсенче канма пултараççĕ.



15 мая 2025
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter