Чӑваш Ене килме хӑвӑртрах тата ҫывӑхрах пулӗ: Атӑлҫи регионсемпе тачӑрах ҫыхӑнса ӗҫлеме, пӗр-пӗрин патне шыв ҫийӗн ҫитсе килме хӑтлӑ условисем йӗркеленӗҫ
Шупашкарти юханшыв порчӗ пассажирсене турттарассине ҫӗнетме хатӗрленет. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Свияжск тата Хусан хулисене «Валдай» ятлӑ виҫӗ пӑрахутпа ҫула тухасси паллӑ. Ҫӗнӗ маршрутсем пулӗҫ, вӗсенчен кашнине 45 пассажир вырнаҫтарма условисем хатӗрленӗҫ.
«Ку вӑл регионсен хушшинчи транспорт юхӑмне аталантарма тата ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме пулӑшакан пысӑк утӑм. Ҫулҫӳревҫӗсене валли хӑтлӑ условисем туса панӑ, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ыйту ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Расписани пур, ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса ӗҫ хучӗсене туллин хатӗрлесе ҫитернӗ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.
Хальхи вӑхӑтра тест режимӗнче Чулхуларан Шупашкара икӗ чарӑнупа: Васильсурск хулинче тата Козьмодемьянск хулинче тӳрӗ рейс иртет. 120 ҫын шӑнӑҫакан карап ҫинчи пӗрремӗш рейса ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хута яма палӑртнӑ. Ҫул ҫинче вӑхӑт 5 сехет те 20 минутпа танлашӗ.
Аса илтеретпӗр, регионсен хушшинчи шыв транспорчӗн маршручӗсем тӑрӑх турттарассине «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Свияжск ” СПК «Валдай-45Р» карапсем 2022 ҫултанпа ҫула тухма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ маршутсемпе Чӑваш Республикинче пурӑнакансем хапӑл тусах ҫӳреме тытӑннӑ. Паллӑ, шалти туризм вӑй илсе пыни куҫ кӗретех. Асӑнӑ тапхӑр хушшинче пӗтӗмпе 60 пин ытла пассажир турттарнӑ. Кӑҫалхи ҫул тата та юханшыв транспортӗнче пассажир юхӑмӗ ӳссе пырасса шанма пулать.