Кашни ача хӑйӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пултартӑр тесе Чӑваш Ен пурне те йӗркеленине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ачалӑхпа ҫамрӑклӑхӑн регионти фестивалӗ иртнӗ. «Фестиваль Движения Первых» ятпа иртнӗ мероприятине Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ. Уява «Дорисс-парк» тӳремӗнче йӗркеленӗ. Ачасемшӗн программӑна питӗ кӑсӑклӑ хатӗрленӗ йӗркелӳҫӗсем.
Фестиваль хутшӑнакансене валли питӗ кӑсӑклӑ тата усӑллӑ нумай мероприяти йӗркелӳҫӗсем хатӗрленӗ пулнӑ. Ачасемпе аслисемшӗн интерактивлӑ площадкӑсем ӗҫленӗ, роль квест-вӑййине йӗркеленӗ. Пӗрремӗшсем. Туслӑх. Чӑваш Ен ӑнлавсем ачасемпе аслисемшӗн тӗп ӑнлавсем пулса тӑнӑ.
Фестиваль хӑни Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулнӑ.
«Пӗрремӗшсен юхӑмӗ чи хӑюллӑ ӗмӗтсем валли хӑватлӑ импульс парать. Эпир вара, хамӑр енчен, кашни ача хӑйӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пултартӑр, пурнӑҫ ҫулӗпе кӑсӑкланса, ӗҫе тытӑнас кӑмӑлпа, пуринчен ытла кӑтартусемпе пытӑр тесе пурне те йӗркелетпӗр. Пӗрремӗшсен юхӑмӗ обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнать. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне уҫса параҫҫӗ, ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Сирӗн умӑрта – ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем! Ырӑ ӗҫӗрсенче пӗрремӗш пулӑр!», – тесе чӗнсе каланӑ мероприятине пухӑннӑ ачасене, аслисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Эпир – Раҫҫей гражданӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри акцине тӗпе хурса фестивальте ҫитӗннӗ яш-кӗрӗме паспортсем парса чыс тунӑ. Олег Николаев Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухнӑ пиллӗк ҫынна паспортсем панӑ.
Ҫавӑн пекех уявра «Раҫҫей ӑмӑрткайӑкӗсем» программӑран вӗренсе тухнӑ 350 ачана Пӗрремӗшсен Юхӑмне хапӑл тунӑ. Программа Чӑваш Республикинче 2022 ҫултанпа пурнӑҫланать.
Фестивалӗн ҫутӑ акцийӗсенчен пӗри тӗрлӗ ӳсӗмри, национальноҫри тата культурӑри ҫынсене пӗрлештернӗ «Туслӑх вӑйӑ карти» пулса тӑнӑ. Татьяна Куртуковӑн «Матушка» юррипе Пӗрремӗшсен Юхӑмне хутшӑнакансем пӗрлӗх символӗ пулса пӗр-пӗринпе туслӑ пулнине ҫирӗплетсе алӑран алла тытӑнса вӑйӑ картине тухнӑ.