Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чулхулари Раҫҫей МИД представителӗпе Сергей Маловпа тӗлпулу ирттернӗ
Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чулхулари Раҫҫей МИД представителӗпе Сергей Маловпа тӗлпулу ирттернӗ. Вӑл Раҫҫей МИДӗн Чулхулари представительствин Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Андрей Сергеевич Синицкипе паллаштарнӑ.
Ҫавӑн пекех тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн МИД Представительстви регионти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе хутшӑнса ӗҫлемелли пирки канашланӑ. Ертӳҫӗсем регионӑн экономика вӑй-хӑватне ҫирӗплетмелли, ҫавӑн пекех республикӑн ют ҫӗршыври партнерсемпе тӗнчери, тулашри экономика тата гуманитари ҫыхӑнӑвӗсене лайӑхлатмалли ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинче тӗрлӗ шайри халӑхсем хушшинчи мероприятисене ҫулсерен ирттернине палӑртнӑ. «Пӗрлехи плансем пирӗн пысӑк. Ют ҫӗршывсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси те кал-кал пулса пырать. Ҫитес вӑхӑтра ют ҫӗршыв журналисчӗсен пресс-турӗ пулать. Вӗсем ыйтнипе , кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ», – тесе хыпарланӑ Олег Николаев.
«Халӑхсен хушшинчи кӑткӑс лару-тӑру условийӗсенче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвне Экономика аталанӑвӗн министерствин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тата пӗтӗм тӗнчери тата тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен калакан вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗлтерсе тӑрас ыйтусене саккун мелӗпе йӗркелесе пырассипе хастар ӗҫленине палӑртма пулать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнмашкӑн Сире суйлава хутшӑнма кӑмӑл тунине Раҫҫей Президенчӗ ырлани пурсӑмӑра та хавхалантарать. Пирӗн пӗрлехи плансем пысӑк, тӑрӑшсан, пӗтӗмпех пулать», – тенӗ Чулхулари Раҫҫей МИДӗн представителӗ Сергей Малов.