Наци туризм маршрутне хута яни Чӑваш Ен халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме витӗм кӳрессине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Маршрута туризма аталантармалли вунӑ территори-драйвер кӗрӗ: Шупашкар хули, Улатӑр, Куславкка, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Йӗпреҫ тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсем.
«Наци туризм маршручӗ» проект, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе пурнӑҫланать тата ӑна калас пулсан, Чӑваш Республикин 2025–2030 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗртнӗ.
«Кунта пирӗн ӗҫӗн чылай ҫул-йӗрне пурнӑҫлама тивет. Наци туризм маршручӗ территорисене туризмӑн тӗрлӗ тӗсӗнче сервиспа тивӗҫтерекен хатӗрсемпе ҫыхӑнтарӗ. Бизнеса аталантарма май паракан инфратытӑм та вӑй илсе пырӗ. Ҫавӑнпа влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсен ӗҫ-хӗлне синхронизацилемелле. Уйрӑм бизнесӑн инвестици проекчӗсене пурнӑҫланине ҫирӗп тӗрӗслеве илмелле. Кирек мӗнле пӑтӑрмахсене те шута илмелле, май пур пулсан, туххӑмрах програмӑна тӳрлетӳсем кӗртсе хӑвармалла. Лару-тӑру улшӑнать пулсан ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ тата ҫӗнӗ йышӑнусене пӑхса хӑварма та меллӗ пуласси куҫ кӗретех», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Рафикова каланӑ тӑрӑх паян наци туризм маршрутне кӗртме сӗннӗ туризм объекчӗсен реестрне хатӗрленӗ имӗш. Вунӑ территорирен кашнин туристсене валли кӑсӑклӑ объектсем пур. Тӗслӗхрен, Шупашкарта – Хӗрлӗ тӳрем, Чӑваш наци музейӗ, Раҫҫейӗн Тӗрленӗ карттин музейӗ, трактор историйӗн наукӑпа техника музейӗ тата ытти те.
2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче республика Мари Элпе тата Тутарстанпа пӗрле хута янӑ «Аслӑ Атӑл ҫул-йӗрӗ» регионсен хушшинчи наци турмаршручӗн йышне кӗнӗ. Республика территорийӗнче «наци» статуслӑ хӑйӗн маршрутне хута яни Чӑваш Енӗн туризм юхӑмне тата инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме май парӗ, ҫавӑн пекех туризм пулӑшӑвӗсен Раҫҫейри рынокӗнче регион ҫирӗп вырӑн йышӑнассине палӑртать.
Турмаршрута хатӗрлени республикӑри туризм инфратытӑмне (ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗсем, кану тата туркӑтарту объекчӗсем, суту-илӳ точкисем) анлӑ аталантарассине тивӗҫтерӗ, туризмпа хутӑш отрасльсен сферинче пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма хавхалантарӗ тата 2,6 пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ. Ку енӗпе ӗҫлени хулапа ял хутлӑхӗн пахалӑхне лайӑхлатма тата Чӑваш Енри халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерме витӗм кӳрӗ.
«Наци туризм маршрутне» 2025 ҫул вӗҫлениччен хатӗрлесе ҫирӗплетме палӑртнӑ.