Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑли-йӗркине ҫирӗплетекен «Туриада – 2025» фестивале уҫнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑли-йӗркине ҫирӗплетекен  «Туриада – 2025» фестивале уҫнӑ

Чӑваш Енри мӗнпур муниципаллӑ йӗркеленӳсенчен 80 ытла ҫемье Атӑл леш енне «Туриада – 2025» республикӑра иртекен фестивале пухӑннӑ. Виҫӗ кун хушшинче  мероприятине пухӑннисене валли кӑсӑклӑ, тӗрлӗ енлӗ программа кӗтет: вӗрентӳ площадкисем, специалистсемпе ашшӗ-амӑшӗн уҫӑ калаҫӑвӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалланӑ мероприятисем те сахал мар пӑхса хӑварнӑ программӑра.

 «Туриада – 2025»  фестивале Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Ҫак фестиваль ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑли-йӗркисем мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине яр уҫҫӑн кӑтартса парать. Обществӑлла проектсене хутшӑнни ҫемье ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетет, кирек мӗнле тӗллеве те татса пама пултаракан ҫирӗп общество йӗркелеме, ҫав шутра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пулӑшать. Халӗ пирӗн ентешсем ытти ҫынсемпе пӗрле Раҫҫей регионӗсем ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ миссие пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн мӑн асаттемӗрсен йӑли-йӗркисене ҫитӗнекен ӑрӑва валли упраса хӑварас тесе  тӑрӑшаҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ уява пухӑнисене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлӗхӗсене, аслисене сывӑ пурнӑҫ йӗркине ытларах та ытларах явӑҫтарас тӗллевпе йӗркеленӗ ҫак мероприятине. Ҫемье канӑвне кӑсӑклӑ ирттерме витӗм кӳресси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.  Тепӗр тесен, фестивале пухӑннисем пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе те паллашма пултарайраҫҫӗ.

 «Туриада» фестивалӗн тӗп мероприятийӗ – «ҫавра сӗтел» тавра пухӑнса пӗр-пӗринпе уҫҫӑн канашласси. Унта регион Пуҫлӑхӗ шкулсенчи ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсемпе, Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлӗхӗсен пуҫарӑвӗсен II конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе, пӗрлӗхлӗ воспитани уҫлӑхне йӗркелес, ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсен, патшалӑх тытӑмӗсен тата общество организацийӗсен ачасене вӗрентес тата воспитани парас сферӑри пӗр-пӗринпе хутшӑнас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлӗхӗсен ӗҫ-хӗлне аталантармалли малашлӑха пӑхса тухнӑ.

 «Чӑваш Ен ашшӗ-амӑшӗ хастар та вӑйлӑ пулнине  пӗтӗм ҫӗршыва ҫирӗплетсе патӑмӑр. Иртнӗ икӗ конкурсшӑн 30 проекта пурнӑҫа кӗртме 25 миллион тенкӗ ытла  тӑкакланӑ республикӑри шкулсем.  Ку ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗ пӗтӗм территорисене аталантарма витӗм кӳме пултарнине кӑтартакан тӗслӗхсем. II конкурса илес пулсан, Чӑваш Енри мӗнпур шкулсенчен 80 % ытла хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.  Пирӗн республикӑран 321 заявка тӑратнӑ, ыттисемпе танлаштарсан чи пысӑк пулни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар пулӗ.  Вӗсенчен 26 проекчӗ 22 миллиона яхӑн тенкӗлӗх грант пулӑшӑвӗ илнӗ. Ку вара, пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ»,  – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Фестиваль программинче ашшӗ-амӑшӗн пӗрлӗхӗсен пуҫарӑвӗсен III Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне тӑратма пултаракан проектсемпе идейӑсем хатӗрлессипе стратегиллӗ сесси ирттерме пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри «Знаниеобществӑн лекторӗсем ашшӗ-амӑшне ачасене воспитани парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе уҫӑ калаҫусем ирттерме пӑхса хӑварнӑ.  Вӗсем ҫемье  тупӑшне упрасси пирки,  ҫавӑн пекех патриотизм тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен темисене те  тӗплӗн каласа ӑнлантарӗҫ.



05 июня 2025
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter