Тавралăха хӳтĕлекенсен пĕтĕм тĕнчери кунӗнче регионта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвне тӗпе хурса экосукмак хута янӑ
Ҫичӗ ҫухрӑм ытла тӑсӑлакан ҫӗнӗ илемлӗ экосукмак Сӗнтӗрвӑрри хулинче пуҫланать те Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗн хӗррипе вӑрманпа парк зонисем урлӑ Водолеевски заказника ҫити выртать. Малашне вӑл ҫыран хӗрринчи пысӑк маршручӗн ҫӑлкуҫӗнчен пуҫласа Атӑл юхан шывӗн вӑрри таран тӑсӑлакан пайӗ пулса тӑрӗ.
Эколог кунне халалланӑ пулӑма Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ, маршута хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан нумай эковолонтерпа вырӑнти халӑха паллӑ пулӑм ячӗпе саламланӑ май, ҫапла палӑртса каланӑ: «Атӑл ҫыранне илемлетсе хӑтлӑ тӑвасси, пирӗн регионӑн ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварасси тата республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасем валли ҫӗнӗ илӗртӳллӗ ятарлӑ вырӑн хатӗрлесси тӗп приоритетсенчен пӗри шутланать. Патшалӑх шайӗнче ҫак сферӑна аталантарассине Раҫҫейре шалти туризма аталантармалли тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри тесе йышӑннӑ, ҫакӑ 2035 ҫулччен туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен республика стратегийӗн пайӗ пулса тӑрать. Вырӑнӗ кунта хӑйне евӗрлӗ, хӑйӗн историйӗпе палӑрса тӑрать. Ҫакӑ экологи тӗлӗшӗнчен те, Сӗнтӗрвӑрри округӗпе пӗтӗм регион туризм аталанӑвӗшӗн те пысӑк майсем уҫать. Ҫитес вӑхӑтра эпир ҫавӑн пекех кунта ытти субъектсенчен килнӗ хӑнасене валли культурӑпа паллаштарма ҫӗнӗ объектсене те хута яма палӑртса хунӑ. Чӑваш Енре халӗ ултӑ экологи сукмакӗ хута янӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ – «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗн территорийӗнче», – тенӗ вӑл .
Чӑваш Ен территорийӗнче лайӑх пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме Перекет банкӗ (Сбер) витӗм кӳнӗ. Вӗсем туризм маршрутне хатӗрленӗ, ӑна ӳлӗмрен ытти субъектсенче те уҫма палӑртса хунӑ. Маршрутӑн пӗтӗмӗшле тӑсӑлӑвӗ 4 пин ытла ҫухрӑмпа танлашӗ. Вӑл Раҫҫейӗн 15 субъекчӗ тата 4 ҫутҫанталӑк зони урлӑ иртет: вӑрманлӑ, ҫеҫенхирлӗ тата пушхирлӗ вырӑнсенче анлӑн сарӑлнӑ. Чӑваш Енри «Волжский променад» экотропа туристсен пысӑк маршрутне тӑвас ҫул ҫинче ҫӗнӗ объект пулса тӑнӑ.
Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Анастасия Трутнева мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, ҫапла каланӑ: «Сбер экосукмак уҫнӑ вырӑн — обществӑшӑн ятарлӑ паха объект пулса тӑчӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем ытларах та ытларах хамӑр ҫӗршыва тӗпчеме кӑмӑллаҫҫӗ, хуласемпе регионсемпе тӗплӗнрех паллашаҫҫӗ. Вӗсем вырӑнти йӑла-йӗркесемпе, культурӑпа тата ҫутҫанталӑкпа паллашаҫҫӗ. Туризм секторӗн аталанӑвне лайӑх витӗм кӳрет», – тенӗ вӑл. Сӑмах май, асӑннӑ территорисенче тирпей-илем хуҫаланать, тавралӑх ешерет.
Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов калаҫӑва малалла тӑснӑ май, ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев витӗм кӳнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ экологи сукмакӗ ҫутҫанталӑка упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ малашлӑхлӑ проект экологи тӗлӗшӗнчен ырӑ тӗслӗх пулса тӑнине те асӑннӑ вӑл. Променад хӗррипе вырӑнти ӳсен-тӑранпа чӗрчунсем ҫинчен калакан информаципе эко-чарӑнусем вырнаҫнӑ. Проект туристсене илӗртме тата округпа региона тӗрӗс- аталантарма пулӑшассине палӑртнӑ министр.
Экологсен кунне халалласа ирттернӗ акцине Чӑваш Енре пурӑнакансем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен хутшӑнӗҫ. Ку хутӗнче вӗсем марафона тӗпе хурса, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Атӑл ҫыранне тирпейленӗ: ҫӗр ытла волонтерпа ырӑ ӗҫ тӑвакан яш-кӗрӗм шыв причал ҫумӗнчи территорие тасатнӑ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, тавралӑха тата ҫут ҫанталӑк ресурсӗсене сыхлас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» хисеплӗ ята Мускав политехника университечӗн профессорӗ, ял хуҫалӑх наукисен докторӗ, биологи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн председателӗ Алексей Автономов тивӗҫнӗ. Паллӑкун ҫавӑн пекех «Чи лайӑх эколог» республикӑри XII конкурс ҫӗнтерӳҫисене те чысланӑ.
