Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Улатӑрта пурӑнакан паттӑра Дмитрий Попкова юханшыв ҫинчи ачасене ҫӑлнӑшӑн тав тунӑ
Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ эрнесерен планёрка паллӑ пулӑмран пуҫланнӑ. Шыва путма пуҫланӑ ачасене ҫӑлса хӑварнӑшӑн, Улатӑр тӑрӑхӗнче пурӑнакан паттӑр ентешӗмӗре Дмитрий Николаевич Попкова тав тунӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Тӑватӑ ачана ҫӑлса хӑварнӑ. Дмитрий Николаевича хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн тав тӑватпӑр. Ҫулла ачасене пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Ашшӗ-амӑшне пурне те тепӗр хут аса илтеретӗп, шыва кӗнӗ чух самантлӑха та ачасене куҫран вӗҫертме юрамасть. Тимлӗх тени малти вырӑна тухса тӑмалла кулленхи пурнӑҫра», – тесе ҫирӗппӗн тапӗр хут асаӑрхаттарса хӑварнӑ Олег Николаев.
Аса илтеретпӗр, Улатӑр хулинче Сӑр юханшывӗ ҫинче ачасен ушкӑнне шыва кӗртнӗ чухне инкек пулнӑ. Юнашар Дмитрий Попков пулман пулсан, инкек пуласси те часах пулнӑ пулӗччӗ. Кӑшкӑрашнине илтсен, вӑл ним шухӑшласа тӑмасӑрах хӑйӗн киммипе шыва путакансем патне туххӑмрах васканӑ. Тӑватӑ ачана ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Шел пулин те, пӗр ача пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Дмитрий Попкова Тав ҫырӑвӗпе алла ҫыхмали сехет панӑ.