Кампус – пуласлӑхӑн интеллектуаллӑ хутлӑхне йӗркелемелли утӑм пулассине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Кампус – пуласлӑхӑн интеллектуаллӑ хутлӑхне йӗркелемелли утӑм пулассине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Шупашкарта вузсен хушшинчи инноваци кампусӗ йӗркелес енӗпе масштаблӑ стратегиллӗ сесси старт илнӗ. Ҫӗртмен 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен виҫӗ кун экспертсем ушкӑнсенче ӗҫлӗҫ, пӗр-пӗрин паха опычӗсемпе паллашӗҫ, ҫӗнӗлӗхсем пирки канашлӗҫ.

Стратеги сессине паха экспертсемпе официаллӑ ҫынсене пухнӑ. Сессие хутшӑнакансем хушшинче  Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков, Раҫҫей Федерацийӗн наукӑпа аслӑ пӗлӳ министрӗн ҫумӗ Андрей Омельчук (ВКС режимӗнче), «Курчатовский институтский» НИЦ , НБИКС Курчатов комплексӗн ертӳҫин ҫумӗ Максим Патрушев, «Сколково»  Фонд, вӗренӳпе наукӑн департаменчӗн директроӗ Александр Фертман пулнӑ.

 «Стратеги сессийӗнче  кӑсӑклӑ ыйтусем ҫине хуравламалла: пирӗн  аслӑ шкулсем хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусем епле пулассине те  пӑхса тухмалла. Вӗсен хӑйне евӗрлӗхне те тӗпчесе пӗлмелле.  Ку инфраструктура проекчӗ кӑна мар, вӑл республика пуласлӑхӗ те. Кунта ҫӗнӗ  пуҫарусем ҫуралӗҫ, пысӑк технологисемпе усӑ курса проектсене пурнӑҫа кӗртме ҫӗнӗ мелсем йӗркеленӗҫ.  Ҫамрӑксене валли хӑйӗн пуҫарӑвӗсене регионта пурнӑҫа кӗртсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркеленӗҫ»,  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче мероприятине пухӑннисене тав тунӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, маларах Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн студентсен кампусӗ тумалли пуҫарӑвне  йӗркелесе ярас текен шухӑша ырланӑччӗ.  Вӑл экономикӑн ҫӗнӗ отраслӗсене аталантарма пулӑшӗ тата паха таварсене йӗркелеме тӗрев парӗ, регионсен хушшинчи коопераци валли  ятарлӑ тӳрем тума та май парасси пӗрре те иккӗлентермӗ.

Чӑваш Енре вӗренӳ потенциалӗ пысӑк. Аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисем те сахал мар.  (12  аслӑ шкул, 18 техникум тата колледж), 9 наукӑпа тӗпчев организацийӗ ӗҫлет, 11 промышленноҫ предприятийӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проектпа конструктор подразделенийӗсем пур. Республикӑра 7 промышленноҫ кластерӗ аталанать, вӗсенчен 2-шне Раҫҫей Минпромторгӗн Реестрне кӗртнӗ.

Кампус инфраструктура аталанӑвӗн ҫӳллӗ шайӗнчи вӗренӳ центрӗ тата хӑтлӑ экосистема пулса тӑрӗ, ҫакӑ Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи студентсене явӑҫтарӗ. Кампус туни квалификациллӗ специалистсене хатӗрлемелли базӑна аталантарма май парӗ тата республикӑна 2035 ҫул тӗлне Раҫҫейри чи инновациллӗ вунӑ регион йышне кӗме витӗм кӳрӗ.



10 июня 2025
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter