Республика Пуҫлӑхӗ ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ

Республика Пуҫлӑхӗ ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ

Республика Пуҫлӑхӗ халӑха харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ, вӗсене хумхантараканнисене туххӑмрах хурав панӑ, хӑшӗсене вара ҫивӗч тӗрӗслеве те илнӗ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар, Улатӑр, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче, ҫавӑн пекех Канаш, Элӗк тата Красноармейски муниципаллӑ округӗсенче пурӑнакансен ыйтӑвӗсене пӑхса тухнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшӗ Наталья Семенова хӑйӗн ачисем вӗренекен  пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 3-мӗш №-лӗ шкула тӗпрен юсама май пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлнӗ республика Пуҫлӑхӗнчен.

 «Сирӗн шкула 2026 ҫулта тӗпрен юсама плана кӗртнӗ. Федераци программипе пӗрремӗш ҫул эпир шкул ҫуртне юсатпӑр, иккӗмӗшӗнче – Чӑваш Республикин регион программипе, унӑн территорине тирпей-илем кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ашшӗ-амӑшӗпе педагогика коллективӗ шкула юсаса ҫӗнетессипе палӑртнӑ пур тапхӑра та хутшӑнма май пурринне палӑртнӑ.

Канашра пурӑнакан Людмила Стрикова пенсионерка Канашра МРТ аппарачӗ ҫукки пирки хыпара пӗлтернӗ.  Ҫывӑхри сакӑр округра пурӑнакансене пӑхса тӑракан медицина центрӗнче пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрне туянма май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.  Ӑна тимлӗн итленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ магнитпа резонанс томографне кӑҫал 4 кварталта туянма палӑртнине  пӗлтернӗ.

Элӗкре шкулта ӗҫлекен Яковлева Ирина Волоковӑна ҫул-йӗр ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарнӑ. Олег Николаев объекта хута яма проектпа смета документацине хатӗрленине, укҫа уйӑрнине  каланӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермеллине те асӑннӑ.

Ҫавӑн пекех ҫул-йӗр ыйтӑвӗпе Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан Нина Рамеева та Пуҫлӑх патне килсе ҫитнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта асӑннӑ объект тӑрӑх аукционсем ирттерме палӑртнӑ пулнӑ,  анчах вӗсем  пулса иртеймен, мӗншӗн тесен заявкӑсем пулман. Паянлӑха проект документацине  ҫӗнетсе улӑштарнӑ, тепӗр хут экспертизӑна янӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртес ыйтӑва лайӑх йышӑну илнӗ хыҫҫӑн пӑхса тухӗҫ. Ҫул юсассине малтанласа 2026 ҫул валли ҫул-йӗр ӗҫӗсен планне кӗртнӗ.

Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Исаково салинче пурӑнакан Александр Горшков ялта спорт площадкине тирпейлеме пулӑшма ыйтнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ спорт объектне унчченхи шкул стадионӗн территорийӗнче тӑвассине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра объекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнине те асӑннӑ Пуҫлӑх.

Улатӑрта пурӑнакан Надежда Алипова Чӑваш Ен  Пуҫлӑхне электричество ҫутисем пирки ыйтӑва пӗлтернӗ. Урамсенче каҫ кӳлӗм тӗттӗм пулни ӑна самай пӑшӑрхантарнине каланӑ вӑл. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  асӑннӑ ыйтӑва 2025 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫлӗҫ тесе хыпарланӑ.



10 июня 2025
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter