Ҫамрӑксенчен ытларах пайӗ ялсенче ӗҫлесе пурӑнма кӑмӑл тунине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫамрӑксенчен ытларах пайӗ ялсенче ӗҫлесе пурӑнма кӑмӑл тунине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енри муниципалитетсенче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ май, наци уявне  Акатуй ирттерме пуҫланӑ.  Хӑнасемпе  ял ӗҫченӗсене валли йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тӗрлӗ спорт мероприятийӗсем йӗркеленӗ, пултарулӑх фестивалӗсем,  ал ӗҫ ӑстисен  таварӗсене анлӑн вырнаҫтарса тухнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай тата Йӗпреҫ округӗсенче Акатуй уявне хутшӑннӑ.

 «Акатуй – авалхи уяв. Унӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк.  Ӑна ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Ҫӗре тав туса пулас тухӑҫ ҫинчен кӗлӗ вулаҫҫӗ аслисем. Паян ял хуҫалӑх патӗнче хальхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан паха пысӑк технологиллӗ техникӑпа усӑ кураҫҫӗ.  Республика Правительстви пулӑшнипе предприятисемпе фермерсем пысӑк технологиллӗ агрегатсем, ӑратлӑ выльӑх, удобренисем туянаҫҫӗ. Ҫакӑ отрасле ҫӗнӗ вӑйсем илӗртет. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре 1600 фермер хӑйӗн ӗҫне пуҫӑннӑ. Ҫамрӑксем хапӑл тусах яла юлаҫҫӗ, ӗҫлесе пурӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Кун пек кӑтарту, паллӑ, пурсӑмӑра та хавхалантарать», – тесе палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уява пухӑннисене саламланӑ май.

2025 ҫулта Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗнче пӗтӗмӗшле 7,8 млрд тенкӗлӗх 127 инвестици проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑ 347 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ.

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округра 2025 ҫулхи 1 квартал хушшинче пӗтӗмӗшле 4 инвестици проектне 935 млн тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ. Ку вӑл 300 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх «Коминтерн» СХПК-ра  ятарлӑ ферма уҫнӑ, 200  ӗне валли «Нива» СХПК-ра вите хута янӑ, ӑратлӑ сурӑх фермине « Чӑваш ЕН уйӑсем» тулли мар явалӑ обществӑра таса лартнӑ. Пуҫарулӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе те тимлӗ тӑрӑшаҫҫӗ округра.  Пӗтӗмӗшле 125 млн тенкӗлӗх 68 проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ, вӗсенчен Чӑваш Республикин республика бюджечӗн – 100 млн тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ, вырӑнти бюджетран 16,9 млн тенкӗ, халӑхран, вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайӗнче вӑй хуракансем 8,1 млн тенкӗ уӑрма палӑртса хунӑ.

Йӗпреҫ муниципаллӑ округра  «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программин мероприятийӗсене пурнӑҫланӑ май ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртме  1,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ. 2025 ҫулта  70 пуҫаруллӑ проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ,  вӗсене валли  71,1 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.  Вӗсене валли республика хыснинчен  42,7 млн тенкӗ, вырӑнти бюджетран  – 19,1 млн тенкӗ, халӑх тата предпринимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансем  – 9,3 млн тенкӗ уйӑрма килӗшнӗ.

Ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ Денисовсен ҫемйине уявра уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ.  Вӗсен тӑватӑ ывӑлӗ паянхи куна илес пулсан та, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе  килӗшӳллӗн,  ачасене воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Аркадий Петровичпа Людмила Геннадьевна Денисовсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Уявра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сумлӑ мӑшӑра тав туса чысланӑ.



16 июня 2025
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter