Каҫал енре 640 ачана вырнаҫтармаллӑх ҫӗкленекен ҫӗнӗ шкулӑн строительство ӗҫӗ хӗрӳ пынине палӑртнӑ Олег Николаев

Каҫал енре 640 ачана вырнаҫтармаллӑх ҫӗкленекен ҫӗнӗ шкулӑн строительство ӗҫӗ хӗрӳ пынине палӑртнӑ Олег Николаев

2023 ҫулта Каҫал енри 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫуртне авариллӗ лару-тӑрӑва пула вӗренӳ процесӗнчен кӑларнӑ. Хальхи вӑхӑтра 640 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ҫурт хӑпартассипе хӗрӳ ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫланнӑ, объекта хута яма палӑртнӑ вӑхӑт – 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ. Строительство валли республика бюджетӗнчен 1,27 млрд ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Акатуй уявӗнче пулнӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал енри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вӑтам шкулта строительство ӗҫӗсем епле пынипе  кӑсӑкланнӑ.

 «Объектра ӗҫсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыни палӑрать. Ӑна ҫитес ҫулхи  авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме  пултарасси те куҫ кӗретех, строительство ӗҫӗсен хӑвӑртлӑхне чакарма юрамасть. Кунта пысӑк, хальхи  пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан нумай функциллӗ шкул пулӗ, унта вӗрентӳ процесӗсӗр пуҫне тӗрлӗ пултарулӑх тата спорт секцийӗсем йӗркелӗҫ. Педагогсен коллективӗ, округ администрацийӗ тата спорт федерацийӗсем кунта  тӗрлӗ мероприятисем те ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫак вырӑн вӗренӳ учрежденийӗнче вӗренекенсемшӗн кӑна мар, пур ачашӑн та аталану центрӗ пулса тӑрӗ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне, ӗҫсен чылай пайне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ, ҫав шутра никӗс ӗҫӗсене вӗҫленӗ, шыва чавса тасатмалли сооруженисене тунӑ, упрамалли хатӗрсене те пӗтӗмпех йӗркелесе ҫитернӗ. Подвал пайӗн стенисене тӑвассипе, бетон урайсем тӑвассипе тата ытти ӗҫсем те хастарлӑн пурнӑҫланса пыраҫҫӗ.

Шкулӑн тӗп ҫуртне тӑвассипе тулти сетьсем хывас ӗҫ пырать. Дренаж сетьне туллин вӗҫленӗ, канализаципе шывпа тивӗҫтерес тата пушара хирӗҫ кӗрешме май паракан  шыв пӑрӑхӗсене те вырнаҫтарнӑ.

 «ПМК-8» АО тӗп инженерӗ Павел Михайлов сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ. Паянхи кун строительсем пӗрремӗш хутри кирпӗч хумалли хатӗре хӑпартма тытӑннӑ. Ҫакна та палӑртмалла: усӑ куракан материалсен 90% – чӑваш производителӗсен таварӗсем. Кунсерен объектра ӗҫ вӗресе тӑрать, унта 60 ҫынран пуҫласа 70 ҫын таран специалист вӑй хурать, 12-рен пуҫласа 14 единица техника ӗҫлет. Сивӗсем пуҫланиччен ҫурта ӑшӑтмалли хатӗрсене вырнаҫтарасшӑн, каярах вара шалти ӗҫсене те тытӑнма юрать», – тенӗ.

Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 – 2030-мӗш ҫулхи комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май, Комсомольски муниципаллӑ округӗ валли 55 инфраструктура тата 29 инвестици проекчӗ тума палӑртнӑ, вӗсенчен 10 – вӗрентӳ сферинче. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви вӗренӳ учрежденийӗсен хӑрушсӑрлӑхне вӑйлатать тата медкабинетсене пуянлатать – ҫак тӗллевпе 8 млн тенке яхӑн тӑкакланӑ. 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулӑшнипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви объектсене антитеррористла хӳтӗлессипе, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе тата муниципалитет шкулӗсен медицина кабинечӗсене тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене 8 млн тенке яхӑн пурнӑҫланӑ.



16 июня 2025
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter