Чӑваш Ен промышленноҫ ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе ПФО-ра иккӗмӗш вырӑн йышӑннине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен промышленноҫ ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе ПФО-ра иккӗмӗш вырӑн йышӑннине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республики промышленноҫ производствин калӑпӑшӗ ӳссе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен пулакан канашлӑва ирттернӗ. Унта ертӳҫӗсем  республикӑн кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ ҫинчен калакан малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикипе промышленноҫ производствин пӗтӗмӗшле индексӗ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхипе танлаштарсан 105% ҫитнӗ, тирпейлекен производствӑсен индексӗ – 108% хӑпарнӑ.

Маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫитӗнӳсем иртнӗ инвестицисен кӑтартӑвӗ пулса тӑраҫҫӗ. Лайӑх динамикӑна тытса тӑмашкӑн малашне те инвестицисене явӑҫтарас тата пурнӑҫа кӗртес ӗҫсемпе хастартарах тӑрӑшмалла: «Кашни проекта тӗплӗн тишкерни, кирлӗ йышӑнусем туни тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшассине йӗркелени макроэкономикӑна витӗм кӳрет тата тепӗр тесен аталану никӗсӗ  те пулса тӑрать. Республикӑн бюджетне лайӑхлатса пыма май парать», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Промышленноҫ производствин чи пысӑк ӳсӗмне компьютерсем, электронлӑ тата оптика, автотранспорт хатӗрӗсем, прицепсемпе ҫурма прицепсем, хими таварӗсене туса кӑларасси витӗм кӳнӗ.

Пӗрремӗш вице-премьер – финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавра федераци бюджетне 2025-2027 ҫулсенчи улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан саккун проектне йышӑннӑ, вӗсене Чӑваш Республикишӗн бюджетсен хушшинчи трансфертсен хушма калӑпӑшне 237,6 млн тенкӗ чухлӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫав шутра 2025 –ҫулта  хушма 136,4 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке туризма аталантарма, сывлӑх сыхлавӗн тата ял хуҫалӑхне вӑй илсе пыма тӑкаклӗҫ.

ПФО регионӗсен рейтингӗнче промышленноҫ производствин пӗтӗмӗшле индексӗпе 2025 ҫулхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче Чӑваш Ен 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри промышленноҫ предприятийӗсем 5 уйӑхра харпӑр производство таварӗсене 244 миллиард тенкӗлӗх тиесе ӑсатнӑ, ҫакӑ 2024 ҫулхи тивӗҫлӗ тапхӑртинчен 15% нумайрах пулни сисӗнет.

«Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ 2025 ҫулхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче промышленноҫпа ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗ ӳснипе палӑрса тӑнӑ, ваккӑн суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ ӳснӗ, ҫавӑн пекех ӗҫ укҫин виҫи те хӑпарнӑ. Ӗҫсӗр граждансен шучӗ  самай чакнӑ», –тесе каланӑ  Чӑваш Республикин экономика министрӗн  тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Лариса Рафикова.

Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх сферинче ӗҫлекенсен шучӗ, ҫав шутра ИП тата хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен шучӗ 245 пин ҫынран та иртет. Тӗслӗхрен, республикӑри Гаранти фондне пула Чӑваш Ен предпринимателӗсем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1,3 млрд тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ явӑҫтарма пултарнӑ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшакан агентство пӗтӗмӗшле 680 млн тенкӗлӗх 220 ытла ҫӑмӑллӑхлӑ микрозайм панӑ.

Пӗрремӗш вице-премьер – финанс министрӗ Михаил Ноздряков Чӑваш Енӗн 2025 ҫулхи пилӗк уйӑхри пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшӗсене 47,9 млрд тенкӗ калӑпӑшпа пурнӑҫланине палӑртнӑ, ку пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 1,2% нумайрах. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне налукран кӗрекен укҫа 28,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ (2,3% ӳснипе), налук маррисем — 4,7 млрд тенкӗ (1,5 хут ӳснипе).

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ бюджечӗн тӑкакӗсем 2025 ҫулхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 44,5 млрд тенкӗпе танлашнӑ, ку пӗлтӗрхинчен 14,5% ытларах.

 «Социаллӑ культура сферине каякан тӑкаксем – 23,9% – ӳснӗ те 34,3 млрд тенке ҫитнӗ, ҫакӑ тӑкакӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн 77,2% танлашать», – тенӗ Михаил Ноздряков.

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗренӳ тытӑмне аталантарма каякан тӑкаксем 15,3 млрд тенкӗпе танлашнӑ, социаллӑ политикӑна пурнӑҫлама – 13,0 млрд тенкӗ, сывлӑх сыхлавне ҫирӗплетме – 2,5 млрд тенкӗ, культура енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем валли 1,9 млрд тенкӗ, физкультурӑпа спорт сферинче – 1,6 млрд тенкӗ  куҫарнӑ.  



17 июня 2025
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter