Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мускавра Геннадий Зюгановпа тӗл пулнӑ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мускавра Раҫҫейӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн Председателӗпе Геннадий Зюгановпа тӗл пулнӑ.
Ертӳҫӗсен диалогӗ Патшалӑх Думин аграри комитечӗн пайташӗсен кӑҫалхи ака уйӑхӗнче КПРФ ТК Председателӗн ҫумӗ Владимир Кашин ертсе пыракан ӗҫлӗ визита тӗпе хурса йӗркеленнӗ. Раҫҫей Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн Председателӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ыйтӑвӗсене тата региона Патшалӑх Думин шайӗнче тӗрев парассипе ҫыхӑннӑ пӑхса тухнӑ.
«Чӑваш Ен хастар позици йышӑнать: эпир пӗлтерӗшлӗ улшӑнусене пуҫарса яракансенчен пӗри. Геннадий Андреевичпа ҫитес ҫулхи бюджета йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухрӑмӑр. Депутатсене валли хӑш-пӗр тӗллевсене палӑртрӑмӑр», – тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫейри Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн Председательне проектсемпе, ҫитӗнӳсемпе паллашма республикӑна килсе курма йыхравланӑ.
Олег Николаев Геннадий Зюганова партнёрлӑхшӑн тата конструктивлӑ диалогшӑн тав тунӑ. «КПРФ-па хутшӑнса ӗҫлени республикӑра пурӑнакансемшӗн ҫӗнӗ майсем парасса, Чӑваш Ене аталанма ҫӗнӗ шая кӑларасса шанса тӑратӑп», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.