Общественноҫа тата экспертсене явӑҫтарса проектсене пурнӑҫланине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрассине малалла та пурнӑҫлама каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кӑҫал ҫуркунне ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗчӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ асӑрхаса тӑрӗ текен проекта регионта анлӑн пурнӑҫа кӗртме пуҫларӗҫ. Паллӑ, асӑннӑ ӗҫӗ пысӑк тавра курӑмлӑ специалистсене явӑҫтараҫҫӗ, экспертсене, ертӳҫӗсене, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакансене те. Тавралӑха тирпей-илем кӗртессине, ҫӗнӗ ҫуртсем тӑвассине, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ объектсене пурнӑҫа кӗртессине те тимлӗн асӑрхаса тӑраҫҫӗ вӗсем. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, ҫынсен пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне шута илсе, вӗсене туллин хурав парассишӗн те сахал мар вӑй хураҫҫӗ.
Паянхи куна илес пулсан, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакансем пӗтӗмпе ултӑ объекта пӑхса тухнӑ, вӗсене тарӑн тишкерӳ тунӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ объектӗнче строительство ӗҫӗсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫламанни сисӗнет. Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш №-лӗ спорт шкулӗ кӑҫал ҫуллахи тапӑрпа ҫамрӑк спортсменсене йышӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра, объекта хатӗрлесе ҫитернӗ, кирлӗ пек ӗҫ хучӗсене тӑваҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ял клубне вара кӑштах каярах юлса пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗнчен кая мар, унта тавралӑха тирпей-илем кӗртсе ҫитермелле. Ыхраҫырми территори уйрӑмӗнче вырнаҫнӑ индустри паркне икӗ ҫул каялла тума пуҫланӑ. Ку объект 20 гектар лаптӑк йышӑнать. Вӑл ялти ҫакӑн евӗр пӗрремӗш агропарк пулмалла. Проекта Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсемпе тунӑ контрактсене тарӑн пӑхса тухма хушнӑ. Республика енчен куҫакан укҫа-тенкӗне те ҫирӗп тӗрӗслеве илме, тухӑҫлӑ усӑ курнипе курманнине те тӗрӗслеме каланӑ. «Кӑҫалтан пуҫлса муниципалитетсенчи управленисен командисен ӗҫне хаклав туса ирттерме палӑртнӑ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫсене йӗркелесе пыма ятарлӑ методика туса хатӗрлесен аван. Кун пек чухне йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене те туххӑмрах татса пама пулать», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Республика Пуҫлӑхӗн контролӗпе» проектпа килӗшӳллӗн Обществӑлла канашӑн председателӗ Наталия Партасова ертсе пыракан комисси Патӑрьел тӑрӑхне ҫитсе килнӗ. Унта вӗсем икӗ объектӑн строительствипе паллашнӑ.
Обществӑлла канашӑн председателӗ Наталия Партасова сӑмаха пуҫарнӑ май, Шупашкар хулинчи 4-мӗш №-лӗ Гимназине тӗпрен юсав туса ирттерессине ашшӗ-амӑшӗсем анлӑн кулленех сӳтсе явнине хыпарланӑ. Юсав ӗҫӗсем пынӑ чухне, ачасене Шупашкарти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 24-мӗш № -лӗ шкулпа 2-мӗш №-лӗ Гимназине вӑхӑтлӑха куҫарнине каланӑ. Тӗрӗслеве ҫирӗп илнӗ ашшӗ-амӑшӗсем. Кун хыҫҫӑн туххӑмрах тӗрӗслев ушкӑнӗ строительство ӗҫӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Паянхи куна илес пулсан вара, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ лайӑхланнӑ, объекта ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтересси те куҫ кӗретех теҫҫӗ специалистсем.
Тата тепӗр виҫӗ объекта та тӗрӗслеве илнӗ ятарлӑ тӗрӗслев ушкӑнӗ. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗ, Патӑрьелӗнчи агропромышленноҫ паркӗ тата Канаш хулинчи сиплев учрежденийӗ.
Канашри тӗп большицӑн поликлиникине строительсем юлса пурнӑҫлани сисӗнет. Тӗрӗслев ушкӑнӗ тухӑҫлӑ ӗҫлемен подрядчике асӑрхаттару тунӑ. Вырӑнти ертӳлӗхӗн строительство организацийӗпе тунӑ контракта прахӑҫласан та аван пулӗ теҫҫӗ специалистсем.