ПМЭФ-ра Чӑваш Ен: регионсен хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусем сарӑлсах пыраҫҫӗ, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе те паллашаҫҫӗ ертӳҫӗсем

ПМЭФ-ра Чӑваш Ен: регионсен хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусем сарӑлсах пыраҫҫӗ, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе те паллашаҫҫӗ ертӳҫӗсем

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ Питӗрти тӗнчери экономика форумне (ПМЭФ 2025) хутшӑнать. Вӗсем потенциаллӑ инвесторсемпе тата партнёрсемпе 14 тӗлпулу ирттерӗҫ.

Делегацие ертсе пыракан Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов,  ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче медицина, наука, банк отраслӗсен, маркетплейс, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн ытти субъекчӗн компанийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.

 «Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑшӑн патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен, регионсен хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарасси пирки тӑтӑшах калать.  Тухӑҫлӑ ӗҫлесе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫул- йӗрсем уҫасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. Палӑртнӑ тӗллевсене эпир пурнӑҫлатпӑр», – тенӗ вӑл.

Сергей Артамонов «Концерн ВКО «Алмаз – Антей» АО управленийӗн ертӳҫипе, «ВКО Медпром» ТМЯО генеральнӑй директорӗпе Борис Залмановпа Чӑваш Республикинчи халӑха медицина пулӑшӑвӗ парассин шайне ӳстерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Пысӑк технологиллӗ оборудование централизациленӗ сервиспа тивӗҫтересси пирки те канашланӑ.

Концернӑн анлӑ номенклатурине, ҫав шутра пысӑк технологиллӗ рентгенодиагностика оборудованийӗсем, хирурги оптика навигацийӗн медицина системисене операцисене планламалли станци, роботланӑ экзоскелетсем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне сывлӑх сыхлавӗ валли ИТ-йышӑну хатӗрлекенсем, медицина технологийӗсемпе усӑ курма пӗлекеннисем вӗсен чылай. «ВКО «Медпром» медицина учрежденийӗсене комплекслӑ майпа пуянлатмалли проектсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама май парать. Кашни регионӑн хӑйне евӗрлӗхне шута илсе ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма та вӗсем хатӗр.

«Инфратех Концессии» АО УК инфратытӑм холдингӗн управляющийӗпе Андрей Шишкинпа Чӑваш Республикин премьер-министрӗ концесси килӗшӗвӗсен условийӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ приоритетлӑ объектсене пурнӑҫлассин малашлӑхне, сӑмахран, Шупашкар хулинче тӗнче шайӗнчи кампусӑн строительсто ӗҫӗ пирки те сӳтсе явнӑ, аслӑ шкулсен ӗҫлӗ ҫыхӑнӑвӑсем пирки канашланӑ.

Вырӑнти производительсемпе предпринимательсене пулӑшас тӗллевпе ПМЭФ-ра Сергей Артамонов «РВБ» (Wildberries) ТМЯП представителӗпе ӗҫлӗ тӗлпулу тӗлпулу ирттернӗ.  Раҫҫейри пысӑк онлайн-ритейлерпа Wildberries маркетплейсра чӑваш витринине аталантарас пирки ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Ҫавӑн пекех  ӗнер вӑл «Банк ПСБ» ПАО йӗркеленӗ  ӗҫлӗ ирхи апата хутшӑннӑ. Тӗлпулура экономика ӳсӗмӗн драйверӗсене, регионсене пулӑшмалли мерӑсене тата нумай ыйтӑва татса памалли ҫул-йӗрсем пирки канашланӑ.

Чӑваш Ен делегацийӗн ПМЭФ-ри ӗҫӗн тепӗр площадкинче АПК-ри ҫӗнӗ йышӑнусем – глобальлӗ апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене тишкернӗ. Климата улӑштармалли, ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ условийӗсене тӗпе хурса агропром таварӗсен калӑпӑшне, производствӑсене анлӑрах пысӑклатасси пирки те пӑхса тухнӑ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗсене  тӗпе хурса регионта ҫӗрсен пахалӑхне ӳстерме фермерсемшӗн пулӑшу кӗртнӗ. Вӗсене йӳнетсе биологизацилеме кӑҫал аграрисене 25 млн тенкӗ субсиди парӗҫ. Ҫакна та палӑртса хӑварар: паян Чӑваш Ен республика халӑхне тӗп апат-ҫимӗҫре мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерет. Ҫӗр улми, сӗт-ҫу, пахча ҫимӗҫ, ҫӑмарта, аш-какай ҫителӗклӗ таран тирпейлесе кӑлараҫҫӗ регионта.  Пысӑк кӑтартусем те ҫакнах ҫирӗплетеҫҫӗ.  Халӑха пахалӑхлӑ таварсемпе тивӗҫтерес ӗҫре хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисем  кулленех тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫлаҫҫӗ.

Паян Чӑваш Ен делегацийӗ Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ.



20 июня 2025
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter