Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Хисеплӗ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Хисеплӗ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Хисеплӗ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем!

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ – пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи чи синкерлӗ кунсенчен пӗри, ҫак кун Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ. 84 ҫул каялла фашистла Германи ултавлӑн тапӑнни миллионшар совет ҫыннин тӑнӑҫ пурнӑҫне татнӑ.

Эпир хӑйсен пурнӑҫне пирӗн ирӗклӗхшӗн панӑ паттӑрсем умӗнче пуҫ таятпӑр. Вӗсен паттӑрлӑхӗ – вилӗмсӗр, вӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхех историе кӗртсе хӑварнӑ.

Чӑваш Еншӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, пӗтӗм ҫӗршывӑмӑршӑн пекех, хаяр тӗрӗслев тапхӑрӗ пулса тӑнӑ. 208 пин пирӗн ентеш фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен 106 пинӗшӗ ҫапӑҫусенче пуҫне хунӑ. Тылра юлнӑ хӗрарӑмсемпе ачасем ҫара хӗҫ-пӑшалпа тата апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе тӑнӑ. Чӑваш Енӗн 170 пин ытла ҫынни хӗллехи питӗ йывӑр лару-тӑрура виҫӗ уйӑхран та сахалрах тапхӑрта – 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1942-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗччен – 380 километр тӑршшӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туса хатӗрленӗ. Чӑваш халӑхӗн ӗҫри паттӑрлӑхӗ харпӑр хӑйне шеллеменнипе хастарлӑх тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннин тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑмӑр умӗнче ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем тӑраҫҫӗ. Пирӗн ҫар ҫыннисем хӑйсен аслашшӗсемпе мӑн аслашшӗсен Раҫҫей интересӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ӗҫне ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче малалла тӑсаҫҫӗ. Хӑюллӑ та ҫирӗп тата паттӑр пулнине кӑтартса вӗсем хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Пирӗн пӗрлехи тӗллевӗмӗр – вӗсене пур енлӗн пулӑшса тӑрасси, вӗсен ҫемйисене пулӑшасси, кирек мӗнле йывӑрлӑха та эпир пӗрле кӑна ҫӗнтерме пултарнине асра тытасси.

Эпир истори чӑнлӑхне сыхласа упрама, хамӑр халӑхӑн паттӑрлӑхне сӑваплӑн та ҫирӗппӗн асра тытма тивӗҫ, ӑна пирӗн ӑруран ӑрӑва йӗркеллӗн куҫарса пымалла, мухтавлӑ мӑн асаттемӗрсене тивӗҫлӗ пулмалла, хамӑр республикӑпа пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлемелле.

Эпир астӑватпӑр. Эпир мухтанатпӑр.


Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ                                                                    Олег Николаев



22 июня 2025
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter