Олег Николаев «Позитив» теплица комплексӗпе «Ядринмолоко» ҫӗнӗ линине уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ
Республика кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Етӗрне тӑрӑхӗнче «Позитив» тулли мар яваплӑ обшествӑра теплица комплексне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Кун пек объекта регионта пуҫласа хута янӑ. Теплицӑра пахча ҫимӗҫе промышленноҫ шайӗнче лартса ҫитӗнтерсе ытти регионсенче пурӑнакансене те тивӗҫтерме тӗллев лартнӑ. Паянхи кун тӗлне пӗтӗмӗшле 2400 тӑваткал метр лаптӑклӑ теплицӑн малтанхи икӗ блокне хута янӑ.
«Комплексра тирпейленекен таварсене ҫӗршывӗпех ӑсатма палӑртаҫҫӗ. Хӗлӗ ҫӑвӗпе ӳсен-тӑран халӑха савӑнтарӗ. Ҫулталӑкӗпех симӗс пуянлӑха лартса ҫитӗнтерме тӗллев лартнӑ. Эпир ассортимента ӳстерсе таварсен пахалӑх шайне лайӑхлатса пыма шухӑшлатпӑр, ӑна валли хӑтлӑ условисем йӗркелесе пама тӑрӑшӑпӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Округ территорийӗнче 4 га лаптӑкра 70 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме пӑхса хӑварнӑ. Палӑртса хӑварар, пӗрремӗш икӗ теплица комплексне хута яни – пӗрремӗш утӑм ҫеҫ. Проекта туллин вӗҫлеме 2026 ҫул вӗҫлениччен палӑртнӑ. Пӗтӗмпе гидропонлӑ технологие тӗпе хурса ешӗл ҫимӗҫ ӳстерме 10 теплица тума пӑхса хӑварнӑ. Асӑннӑ проекта Чӑваш Республикин 2025–2030-мӗш ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине кӗртнӗ.
Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ пӗрремӗш тапхӑрта инвесторӑн харпӑр хӑй укҫи-тенки 85 млн тенкӗпе танлашнӑ. Теплицӑсенче «Афицион» сортлӑ салат ҫитӗнет. Ял хуҫалӑх культурине пӑхма 15 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Хатӗр тавара Урал, Самара, Ульяновск хулисенчи федераллӑ суту-илӳ сечӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Малашлӑхра калча (хӑяр) ӳстерсе чечек ӗрчетме шутлаҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата «Прозитив» ООО теплица комплексӗн управляющийӗ Константин Здоронов комплексӑн таварӗсене «Яркое лето Чувашии» бренда тӗпе хурса халӑх патне илсе ҫитермелли пирки канашланӑ.
Отрасле аталантармашкӑн ҫӗнӗ пулӑшу виҫи пӗлтерӗшлӗ стимул пулса тӑрӗ, вӑл республикӑра 2025 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Субсиди тӑкаксен 30% саплаштарма май парӗ. 2025 ҫул валли АПК объекчӗсене тума бюджетра 383,3 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. «Позитив» ТМЯО валли теплица тума 21 млн тенкӗ яма палӑртнӑ.
«Ядринмолоко» УАО кашни ҫулах оборудование ҫӗнетсе, модернизацилет. «Ядринмолоко» УАО – Чӑваш Енӗн АПК пайӗнчи малта пыракан предприятисенчен пӗри. Вӑл экономика тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисен шутне кӗрет. Вӗсем 80 ытла тӗрлӗ тавар тирпейлесе кӑлараҫҫӗ. Вӗсен таварӗсене ҫӗршыври ытти регионсенче пурӑнакансем те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.