Чӑваш Енре «Cывлӑх патне тепӗр утӑм» Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗчӗ

Чӑваш Енре «Cывлӑх патне тепӗр утӑм» Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн,  ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗчӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвне тӗпе хурса регионта «Сывлӑх патне тепӗр утӑм» масштаблӑ проект пӗр вӑхӑтрах республикӑри 14 округра старт илнӗ. Эрне хушшинче ун ҫумне ытти округсем хутшӑнӗҫ. Проект медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхне лайӑхлатма тата граждансен сывлӑхне ҫирӗплетме витӗм кӳрӗ. Ҫавӑн пекех чирсене профилактика ирттерме  май парать. Тата тепӗр тесен, туххӑмрах пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсене тӗпе хурса пулӑшӑва илме те меллӗ пуласси куҫ кӗретех пулӗ.

Проект шайӗнче мобильлӗ ФАПосен тата «Сывлӑх пункчӗ» ӗҫне йӗркеленӗ, вӗсене Чӑваш Республикин пур округӗпе хулисенче те ҫуллахи тапхӑрта халӑха йышӗнӗҫ. Республика кунне уявланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Етӗрнери ҫакӑн пек «Сывлӑх пункчӗ» пайне ҫитсе курнӑ.

 «Пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстерес тата халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес енӗпе ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ тӗллеве татса паратпӑр: «Сывлӑх патне утӑм» пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ проект хута ятӑмӑр. Пирӗн тӗп тӗллев - республикӑра пурӑнакансене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси. Чире вӑраха тӑсса ямалла мар. Ҫийӗнчех чирсене тупса палӑртмалла, туххӑмрах сиплеме тӑрӑшмалла. Кун пек чухне вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсем ытларах та ытларах пуласси пӗрре те иккӗлентермӗ. Ыйту паянхи пурнӑҫ таппинче питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Сывӑпурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, сывлӑха пирӗнтен кашнин упрама пӗлмелле»,  тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Сывлӑх пункчӗсенче» кашниех тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗпе  усӑ курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта пурӑнакансем сахӑрпа холестерин ҫине юн пама, ЭКГ, флюорографи, маммографи тума, терапевт тата ытти специалистсен консультацине илме, ҫавӑн пекех тарӑнрах тишкерме направлени илме пултараҫҫӗ.



24 июня 2025
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter