Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем пуласлӑха палӑртнине каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Республика кунӗ тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ ятпа халалланӑ паллӑ пулӑма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Етӗрне хулинчи 3 № шкул территорийӗнче «Сӑр ҫинчи ҫамрӑксем» ятпа иртнӗ форума хутшӑннӑ. Форум ӗҫне Чӑваш Енри муниципаллӑ округсенчен 200 яхӑн ҫамрӑк килсе ҫитнӗ.
Форумра виҫӗ вӗрентӳ площадки йӗркеленӗ: ялта ӗҫлесе пурӑнас, ял сӑн-сӑпачӗ пирки уҫӑ калаҫусем ирттернӗ. Форума пухӑннисене аграри сферинчи малашлӑхпа ҫӑмӑллӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ. Унта хутшӑнакансем ял хутлӑхӗнче предпринимательствӑна аталантарасси, харпӑр бренд туса соцсетьсенче ӑна малалла тӑсасси, ҫавӑн пекех хӑйсен тӑван ҫӗршывӗн патриочӗ пуласси мӗне пӗлтерни ҫинчен питӗ кирлӗ темӑсем сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Ене пухӑннисемпе калаҫнӑ май республика Пуҫлӑхӗ пирӗн ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха юратнине, уншӑн яваплӑха туйса таса чунпа ӗҫлесе пурӑннине асӑннӑ.
«Паян эсир хӑвӑрӑн пуласлӑхӑра, бизнеса аталантарас, малашлӑхлӑ проектсене суйласа илес тата тухӑҫлӑ килӗштерсе ӗҫлес идейӑсене пӗрле сӳтсе яватӑр. Сирӗн кашни сӗнӗве тӗплӗн пӑхса тухӗҫ, ӗҫлӗҫ тата регион валли хӑшне пурнӑҫа кӗртсе хӑварасси пирки те канашлӗҫ, пӗтӗмлетӳсем туса хӑварӗҫ. Пирӗн тӗп тӗллев – пурсӑра валли те хӑтлӑ условисем туса парасси. Пулас ӑру валли те ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем уҫма витӗм кӳресси», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш РЕспубликин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫамрӑксен форумӗнче республика Ертӳҫи граффити фестивалӗпе те паллашнӑ, унта Совет Союзӗн Геройӗсен Евсигний (Евгений) Григорьевич Пайгусовпа Федот Никитич Орлов муралӗсен проекчӗсене тӑратнӑ.
Ҫавӑн пекех ҫак лапамра «Пӗчӗк ял территорийӗсене аталантарассифорум иртрӗ, унта Чӑваш Енри мӗнпур округран килнӗ муниципалитет служащийӗсен, общественниксен, специалистсен йышӗнчен 60 ытла ҫын хутшӑнчӗ.
Ҫавӑн пекех ҫак лапамра «Пӗчӗк ял территорийӗсене аталантарасси» форум иртнӗ, унта Чӑваш Енри мӗнпур округран 60 ытла ҫын хутшӑннӑ, паха специалистсен ӑҫ опычӗсемпе паллашнӑ.
«Чӑваш Енри пӗчӗк ял территорийӗсен пуласлӑхӗ – пирӗн алӑра. Ял хутлӑхӗн илӗртӳлӗхӗ – илемлӗ ҫуртсем кӑна мар, усӑ курма юрӑхлӑ сервиссемпе пулӑшусем, пахалӑхлӑ пӗлӳ, кашни ҫынна аталантарма майсем тата кунта пурнӑҫа расна тӑвакан хӑйне евӗрлӗ атмосфера пулнине асра тытмалла пирӗн. Чӑваш Ен Правительстви тата унта пурӑнакансем пӗрле тӑрӑшнипе эпир хальхи тата пулас ӑрусемшӗн тивӗҫлӗ пуласлӑхпа хамӑр ял территорийӗсен вӑй-хӑватне упраса хӑварма, ӳстерме пултарасса шанса тӑратӑп», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Форумра «Пӗчӗк ял территорийӗсене аталантарасси» вӗрентӳ площадкин ӗҫне йӗркеленӗ.