Чӑваш Ен Мускавра Акатуй наци уявӗн кӑсӑклӑ тата паха программипе паллаштарассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Мускавра Акатуй наци уявӗн кӑсӑклӑ тата паха программипе паллаштарассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Яркое лето Чувашии» проектӑн анлӑ пулӑмӗсенчен пӗри Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавра уявласси пулӗ.

 «Пӗлтӗр пирӗн наци уявӗ анлӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ. Чӑваш Енӗн 105 ҫулхи юбилейӗнче пирӗн планкӑна тата ҫӳлерех ҫӗклесе куракансене валли кӑсӑклӑ программа хатӗрлемелле»,  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хушнипе виҫӗ ҫул каялла Раҫҫейӗн тӗп хулинче уяв ирттермелли формата улӑштарнине палӑртнӑ. Акатуй анлӑрах та  халӑх валли кӑсӑклӑрах пулса тӑнине каланӑ вӑл. Фестиваль ҫӗнӗ формӑпа иртет. Уява курма килес текенсен йышӗ ӳссе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет. Кӑҫал вӑл каллех ВДНХ-ра иртӗ, анчах та пӗрремӗш хут наци тараватлӑхӗн фестивалӗ шайӗнче «Халӑхсен туслӑхӗ» ятпа пулӗ. Ӑна Мускав Правительстви ирттерме витӗм кӳресси те куҫ кӗретех.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе пӗтӗм ҫӗршыври чӑвашсем ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсемпе планӗсене сӳтсе явӗҫ. Ҫавӑн пекех пирӗн паттӑрсене валли ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине кирлӗ пек тӗрев парас тесе,  чӑвашсен  йӑли-йӗркине тӗпе хурса, «ниме» мелӗпе таварсем ӑсатӗҫ.

Уяв мероприятийӗсем наци тумӗсене тӑхӑнса йӑлана кӗнӗ илем уттинчен пуҫласа тӗп сцена тата «Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан тавра массӑллӑ сӑнарлӑ вӑйӑ картине ҫити пуҫланаҫҫӗ. Хӑнасене пуҫтарасси ВДНХ тӗп тӳремӗнче утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13:00 сехетре пуҫланӗ.

14:00 сехетрен пуҫласа «Акатуй» театрализациленӗ представлени тата пысӑк концерт старт илӗ. Сцена ҫинче Августа Уляндина тата «Ярды» вокал ушкӑнӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн театр тата концерт коллективӗсем: «Ҫеҫпӗл», «Бельканто», «Сявал» вокал ансамблӗсем  хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ.  21-00 сехетре концерт программи Алексей Московский  юрри-кӗввипе вӗҫленӗ.

Спорт площадкинче Кӗрешӳ чӑваш наци кӗрешӗвӗ енӗпе тупӑшусем иртӗҫ. Самар, Ульяновск, Мускав облаҫӗсенчен, Тутарстан тата Башкорстостан Республикисенчен, Мускав хулисенчен тата, паллах, Чӑваш Енрен  спортсменсем хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.

Уявра наци чӑваш сувенирӗсене, халӑх ӳнер промыслисен продукцине тата наци стилӗпе тӑхӑнмалли тум туянма май пулӗ. Ҫавӑн пекех ӑстасем хӑнасене хушпу, наци пуканисем, хӑваран тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ япаласем тума вӗрентӗҫ.

Раҫҫей кухнин ҫуртӗнче  ятарлӑ специалистсене валли уйрӑм программа кӗтет. Хӑнасем аш-какайпа ҫӗр улми кукӑлӗ хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗсене, сысна какайӗпе така какайӗ яшки, ҫуллахи десерта – ҫӗр ҫырлипе  пылак ҫимӗҫсем пӗҫерме хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мастер-классем хушшинче хӑнасене чӑваш производителӗсен продукцийӗн (кӑлпасси изделийӗсем, тӗтӗмленӗ форельпе сом, сырсем, ҫырласем, сӑра тата квас) дегустацийӗ кӗтет. ВДНХ территорийӗнче вырнаҫтарнӑ куравсенче Чӑваш Енрен сӗт тата аш-какай продукцийӗ, мороженӑй, пастила тата ытти кондитер изделийӗсене туянма май пулӗ.

 



24 июня 2025
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter