Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунӗ тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани
Хаклӑ ентешсем!
Республика кунӗ тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ ятпа чунтан саламлатӑп!
Ку уяв тӑван тӑрӑха, тӑван ҫӗре юратнипе республикӑра пурӑнакансене пурне те пӗрлештерет. Пӗрлӗхе, нацисен туслӑхне кӑтартать. Ара Чӑваш Енре расна тĕне тытса пыракан тӗрлӗ наци ҫынни пурӑнать. Эпир хамӑр культурӑпа, йӑла-йӗркепе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн патăмăрта ӗҫе тата тараватлӑха хаклама пӗлнипе, чыслӑхпа ырӑ кӑмӑла тӗпе хунипе мӑнаҫланатпӑр. Ҫак пахалӑхсем пире, эпир кирек епле чӗлхепе калаҫсан та, пӗр халӑх тӑваҫҫӗ.
Чӑваш автономинче вӗрентӳ экономикӑна, культурӑна тата пирӗн республикӑри пур сферӑна та аталанма ҫул уҫать. Паян эпир пирӗн несӗлӗмӗрсем ӗмӗтленнӗ Чӑваш Ене тӑватпӑр. Вӑл хӑнасене тарават, уҫӑ кӑмӑллӑ, чечекленекен ҫӗршыв.
Хальхи Чӑваш Ен – лайӑх аталанакан ҫӗршыв. Вӑл тӗрлӗ отрасльте ҫитӗнӳсемпе палӑрать. Республика промышленноҫӗ ӳссех пырать. Патшалӑх пулӑшӑвне пула пирӗн предприятисем производство калӑпӑшне ӳстереҫҫӗ, ҫапла майпа ҫӗршыв суверенитетне ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфраструкурӑна инвестицисем хывни, промышленноҫ паркӗсем туни бизнеса аталантарма лайӑх майсем тӑваҫҫӗ.
Агропромышленноҫ комплексне ҫĕнетни Чӑваш Ене Раҫҫейре экономика сферинче лидерсен шутне кӗме пулӑшрӗ. 5 ҫулта 770 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ, 1300 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тунӑ. Республикӑра халӑха апат-ҫимӗҫпе, чӗр таварпа туллин тивӗҫтереҫҫӗ.
Чӑваш Республики – Раҫҫейре хӑмла туса илекен тӗп регионсенчен пӗри. Кунта хальхи йышши инфраструктурӑллӑ лабораторисем те пур. Пирӗн патра тӗнчери чи чаплӑ 3 хӑмла пуххинчен пӗри тата чаплӑ сортсем кӑлармалли маточник пур. Пирӗн ăсчахсем чӑваш хӑмлин икӗ сортне кӑларнӑ. «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» ҫулсерен иртекен фестиваль хӑмларан продукци тӑвассине пысăклатать. Фестивале хутшӑнакансен, хӑнасен йышӗ ӳссех пырать.
Чӑваш Ен – хӑнасене тарават ҫӗршыв. Хӑйне евӗрлӗ культура, географи тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ вырнаҫни, сиплев туризмӗ валли условисем туни региона хӑнасемшӗн илӗртӳллӗрех тӑвать. 2024 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсен йышĕнче туристсен шучӗ ӳснипе ТОП-5 -е кӗнӗ. Пирӗн республикӑна 800 пин ытла ҫын килсе курнӑ.
Республикӑн тӗп пуянлӑхӗ – унта пурăнакан ҫынсем. Чӑваш Енре 2012 ҫултанпа нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснӗ, 19 пине ҫитнӗ. Пирӗн пуласлӑха – ачасене – тӗп вырӑн уйӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем ҫӗклеҫҫӗ. Ҫамрӑксене валли хӑйсен пултарулӑхне аталантарма мӗн пур услови тӑваҫҫӗ.
Аслӑ ӑрури тата ватӑ ҫынсем те тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне аталантарма, компьютер тата финанс пӗлӳлӗхне ӳстерме, сывлӑхне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Юлашки 5 ҫулта сывлӑх сыхлавне модернизацилеҫҫӗ, цифра технологийӗсене ӑса хываҫҫӗ, санитари авиацийӗ аталанать. Республикӑра пурӑнакансем пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ илеҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршыв сывӑ пулсан, тӑван йӑву та пулӗ сан. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах Чӑваш Ен фронта хастар пулӑшать. Эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен паттӑр салтаксемпе мӑнаҫланатпӑр. Республикӑра ӗҫлекен «Время СВОих», «Шаг в мирную жизнь» программӑсем СВОна хутшӑнакансене, вӗсен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене шанӑҫ кӳреҫҫӗ, эпир ҫӗнтерессине калаҫҫӗ. Служба вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вӗсенчен кашнийӗ тивӗҫлӗ пулӑшу илӗ, пурнӑҫра харпӑр хӑй вырӑнне тупӗ.
Умра пирӗн нумай задача. Шанатӑп, эпир йӑлтах татса парӑпӑр. Чи кирли - хамӑр вӑя шанасси, хӑюллӑн ӗҫлемелле, ҫӗнӗ ҫул-йӗр уҫмалла. Чӑваш Енӗн вӑйӗ – пӗрлӗхре. Унӑн пӗр пайӗ пуласси – тӑван ҫӗрпе ҫыхӑнӑва туясси, халӑхпа пӗр пуласси, харпӑр ӑшӑлӑха, хӗпӗртӗве парнелесси.
Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем! Уяв ячӗпе, юратнӑ Чӑваш Ен!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев