Етӗрнере чӑваш хӑмлине сӑнарлакан хӑйне евӗрлӗ Музей уҫӑлнӑ
Республика кунӗнче Етӗрнере чӑваш хӑмлине сӑнарлакан хӑйне евӗрлӗ Музей уҫӑлнӑ. Унта чӑваш хӑмли тата сӑра вӗретес йӑла-йӗркин историйӗ ҫӗнӗрен вӑй илсе кайӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев экспозиципе паллашнӑ. Музейӑн виҫӗ аслӑ залӗнче Чӑваш Енре тата Етӗрне муниципаллӑ округӗнче хӑмла ӳстерессипе тирпейлессин историйӗ пур, производствӑн тата хӑмлапа усӑ курассин мухтавлӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсакан хальхи предприятисемпе хуҫалӑхсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Музея йӗркелеме вырӑнти бюджетран 5 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
«Хӑмла ӗрчетесси – республика историйӗпе экономикин уйрӑлми пайӗ. Музей пирӗн ҫул ҫинчен каласа парӗ: мӑн асаттесен малтанхи утӑмӗсенчен пуҫласа паянхи ҫитӗнӳсем таранах, унта Чӑваш Ен – хӑмла ӳстерессипе Раҫҫейӗн лидерӗ. Кунта кашниех хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе паллашма, йӑла-йӗрке вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тата эпир культурӑна мӗнле упраса аталантарнине курма пултарӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Мастер-классем, лекцисемпе семинарсем ирттерме паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан конференц-зал хатӗрленӗ. Вӑл вырӑнти производительсене, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене тата хӑмла ӳстерекенсене пӗрлештерӗ. Музей пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашма, пӗлӗве аталантармалли тата отрасле пулӑшмалли пӗлтерӗшлӗ лапам пулса тӑрӗ.
Музейре виҫӗ экспозици залӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗрремӗшӗ хӑмла ӗрчетес ӗҫ ҫӑлкуҫӗсем ҫинчен каласа парӗ, иккӗмӗшӗ отрасль аталанӑвне кӑтартӗ, виҫҫӗмӗш зала вара чӑваш ял хуҫалӑх предприятийӗсен производствӑсемпе ӑсчахсен ҫитӗнӗвӗсене халалланӑ.
Унсӑр пуҫне музейра сувенир таварӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем регионӑн пуян культура еткерлӗхне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Асӑннӑ ҫуртра уйрӑмах хӑмла ҫине тимлӗх уйӑрнӑ – кунта унпа усӑ курса хӑйне евӗрлӗ рецептсем пухнӑ.