Чӑваш Ен ҫитӗнӗвӗсем пурте – пирӗн пӗрлехи тивӗҫ пулнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Республика кунӗ тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ ятпа халалланӑ программа питӗ кӑсӑклӑ та паха пулнӑ. Тӗрлӗ куравсем ӗҫленӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ, культура мероприятийӗсем халӑхӑн кӑмӑлне уҫнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, республикӑра мӗнпур ялсемпе хуласенче хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Чи пысӑк мероприятисем Шупашкар хулипе Етӗрне тӑрӑхӗнче иртнӗ.
Чӑваш Республикин тӗп хулинче Хӗрлӗ тӳреме пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем: Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Дмитрий Певцов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий ӑшшӑнн саламланӑ.
«Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ ятпа пурсӑра та саламлатӑп. Пӗр-пӗрне ӑнлана килӗштерсе ӗҫленӗшӗн, пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑшӑн, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Пӗрлехи ӗҫ – малалла ӑнтӑлма вӑй-хӑват хушать, ҫитӗнӳсемпе палӑрма пулӑшать. Эпир хамӑрӑн несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине яланах асра тытса пырса, ӑна ламран-лама куҫарса пырассишӗн тӑрӑшатпӑр, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварассишӗн те ҫине тӑрсах ӗҫлетпӗр. Республикӑра пурнӑҫ условийӗн шайӗ ҫулран-ҫул лайӑхланса пыни те ҫакнах ҫирӗплетет. Малалла та пӗрле яланах туслӑ ӗҫлесе пурӑнасчӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн саламӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Уявра «Элара» АО НПП коллектива пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑшӑн, Раҫҫейӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев орден парса чысланӑ. Палӑртнӑ предприяти ӗҫченӗсем наукӑпа экономика, Раҫҫейӗн мӗнпур сферине аталанса пыма, оборона вӑй-хӑватне ҫирӗплетес ӗҫре сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ вӑл.
«СЗ «Строительный трест №3» АО генеральнӑй директорне Валерий Пименович Семенова «Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» ята парса чысланӑ паллӑ пулӑмра. Вӑл строительство аталанӑвне чылай витӗм кӳнине палӑртса хӑварнӑ ертӳҫӗсем.
Уявра Раҫҫейӗн Хальхи музыка карттин презентацийӗ пулнӑ. Ҫак проекта пуҫарма ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарса янӑ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» пулса тӑнӑ. Раҫҫей композиторӗсем хӑйсен регионӗнчи кӗвӗсене сӑнарланӑ, историне кӑтартса панӑ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем», «Эпӗ – хӗрарӑм» мероприятисем ҫав тери илемлӗ те курӑмлӑ иртнӗ. Вӗсене хутшӑнма кӑмӑл тунисем яланхи пекех нумай пулнӑ. Кӳршӗллӗ регионсенчен пултарулӑх ушкӑнӗсем чылайӑн килсе ҫитнӗ. Вӗсем ӗнер кӑнтӑрла Етӗрне, Муркаш, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пулнӑ, халӑха хӑйсен кӗввисемпе савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене валли ал ӑстисен конкурсне кӑтартнӑ. Раҫҫейри 17 регионти 47 ӑста Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн призӗшӗн ӑмӑртнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ ҫул вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗсене «Йӑла-йӗрке вӑйӗ – пирӗн Ҫӗнтерӳре!» девизпа кӑтартнӑ. Ытти ӑмӑртусем те питӗ кӑмӑллӑ иртнӗ, мала тухакансене парнесем парса хавхалантарнӑ. Унтан Хӗрлӗ тӳремре Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» уявӗ иртнӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хӑнасене Татьяна Куртуковӑн илемлӗ юррисене парнеленӗ. «Матушка», «Русская зима», «У истока, у реки» тата ытти юррисем те самай савӑнтарнӑ уява курма пыракансене. Сӑмах май, хӑй Чӑваш Енре пӗрремӗш хут кӑна мар, ҫамрӑклах кунта пултарулӑх коллективӗ йышӗнче килсе «Родники России» фестивальте мала тухнине те ырӑ хыпара пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех Республика кунне халалласа Шупашкарта хулан истори пайӗпе тӳлевсӗр экскурсисем ирттернӗ, юханшыв порчӗ – музыка каҫӗсем тата наци ташӑ ӑсталӑх класӗсем пулнӑ. Уяв питӗ чаплӑ иртнӗ, халӑх та ҫакнах ҫирӗплетет.